Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чыслăн палăртнă

Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине республикăри общественноç раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче чыслăн палăртнă.

Тĕрлĕ ÿсĕмрисем, тĕрлĕ вырăнта ĕçленисемпе ĕçлекенсем Чăваш оперăпа балет театрне пухăннă. Историшĕн 20 çул кĕске тапхăр кăна, анчах çулсем иртнĕ май Тĕп саккун пĕлтерĕшĕ татах ÿсет. Унăн тĕллевĕ – патшалăхăмăра упраса хăварасси, пĕр çемьери пек пурăнакан халăхсенче малашлăх шанăçне çуратасси. Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева çĕнĕ Раççейĕн çĕнĕ Конституцийĕ мĕнле тапхăрта çырăнса вăй илни çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин сăмах илнĕ: “Конституци патшалăхăн политика, экономика тата территори пĕрлĕхне упракан право никĕсĕ пулнине никам та хирĕçлеймĕ. Вăл – пирĕн пурнăç саккунĕ, тĕп гаранчĕ. Çак документра патшалăхăн право никĕсĕ çырăннă...” Иван Борисович ĕçре палăрнисене Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысланă, тава тивĕçлĕ ят панисене çакна ĕнентерекен паллăпа наградăланă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Мешков Конституци нормăпа право акчĕсен пуххи кăна маррине палăртнă, пирĕн тивĕç унта мĕн çырнисене пурнăçласси, тенĕ. Хастаррисене Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне панă.

Пухăннисене Чăваш Республикин Аслă сучĕн тата Арбитраж сучĕн председателĕсем Николай Порфирьевпа Александр Шегуров, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă. Уяв каçĕ савăнăçлă концертпа вĕçленнĕ.

 



13 декабря 2013
09:13
Поделиться