Чăваш Енрен – пĕччен
Çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командинче – 223 спортсмен. Вĕсенчен пĕри (тĕрĕсрех пĕртен-пĕри) – 27 çулхи Елена Муратова – Чăваш Енрен, фристайл енĕпе (”могул” дисциплинăра) ăмăртать, чăвашларах каласан сарлака хăрах йĕлтĕр çине тăрса тăвайккинчен пысăк хăвăртлăхпа ярăнса анмалла, трамплинсемпе сикмелле, сывлăшра фигурăсем тумалла.
Хĕрĕн ашшĕ фристайлçăсен, амăшĕ конькипе ярăнса фигурăсем тăвакансен тренерĕсем, хĕр Раççей физкультурăпа спорт тата туризм университетĕнчен вĕренсе тухнă. Ванкуверти Олимп вăййисенех хутшăнма май пулнă, анчах сурансенчен сипленмеллине пула хутшăнайман. 2010 çулта Раççей чемпионатĕнче çĕнтернĕ, ун хыççăн – тăхтав. Çĕр-шыв чемпионатĕнчи бронза медаль ăна тепĕр хут пысăк спорта таврăнма хистенĕ. Темиçе çул Мускавра пурăннă хыççăн Шупашкара куçса килнĕ. Ăсталăха Канада специалисчĕсем пулăшнипе ÿстерет.
Сăмах май каласан, çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командинче керлингра Кира Езех та пур, унăн амăшĕ Чăваш Енре çуралса ÿснĕ.