Ыран - Пĕрлехи информаци кунĕ
Ыран республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Пирĕн района Миграци службин Чăваш Енри управленийĕн начальникĕ Виталий Черничкин ертсе пыракан информаторсен ушкăнĕ килет. Ку хутĕнче сỹтсе явма палăртнă тĕп темăсен шутĕнче:
Чăваш Республикин кăçалхи I кварталти экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен;
Ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне, сывлăхне çирĕплетессипе пушă вăхăтне йĕркелесси çинчен;
Республикăри ĕç рынокĕнчи йывăрлăхсене сирсе пырас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерсе пулăшасси çинчен.
Тĕл пулусен вăхăтĕнче информаторсем Пенси фончĕн республикăри Уйрăмĕн çитĕнĕвĕсем çинчен те (иртнĕ çул итогĕсем тăрăх ăна çĕр-шывра чи лайăххисен шутне кĕртнĕ), ЧР Патшалăх Канашĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитни, ачасем валли интернет хăрушсăрлăхĕн йĕркисем çинчен тата ытти ыйтусем те хускатма пултараççĕ.
Майăн 20-22-мĕшĕсенче Элпуç ял тăрăхĕн территорийĕнче районти "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем иртеççĕ.
Майăн 23-мĕшĕнче - шкулсенче юлашки шăнкăрав.
Çурхи уй-хир ĕçĕсем районта вĕçленсе пыраççĕ. Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 10473 га (100 процент), кукуруза 360 га акнă, çĕр улми 170 га (48,8 процент) лартнă. 1120 га çинче тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсен калчисене хими хатĕрĕсемпе усă курса çум курăкран, 250 гектар çинче сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен хỹтĕленĕ. "Дружба", Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче, Н.Морякова, В.Грачев, С.Хумышев фермер хуçалăхĕсенче, "Акконд-агро фирмăра" уйсене сиен кỹрекен кăпшанкăсенчен хỹтĕлес ĕç пуçланнă.
Планеркăра яланхи пекех полицин районти уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.Михайлов, районти тĕп врачăн çумĕ Т.Игнатьева оперативлă информаципе паллаштарнă. "ДЮСШ-Аль" ФСК директорĕ А.Кириллов спорткомплекс ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен пĕлтернĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке должноçри яваплă çынсене вут-кăвартан сыхланас тата ытти ыйтусем тĕлĕшпе уйрăм хушусем панă.
Г.ЕГОРОВА.