Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ялти сумлă ăсчах Алексей Никифорович Ефимов

Енĕш Нăрваш ялĕнчи Алексей Никифорович Ефимов 1939 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă, çапла вара вăл 75 çул тултарчĕ.

Хĕрĕх çула яхăн вăй хунă Алексей Никифорович колхоз агрономĕнче, çĕр ĕçĕн чăн-чăн ăсти пулса тăнă. Ĕçне кура хисепĕ. А.Н.Ефимова 1978 çулта "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ят параççĕ. Çитмĕлмĕш çулсенче ăна икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 1983 çулта Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăлаççĕ. Вăл çавăн пекех темиçе хутчен ВДНХ бронза медалĕсене те тивĕçнĕ. Унăн ятне районти Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

-Сахал мар награда тата хисеплĕ ят илме тивĕçлĕ пулнă Эсир, Алексей Никифорович - пурте ятлă-сумлă наградăсем. Анчах вĕсенчен хăшĕ Сирĕншĕн уйрăмах чи çывăххи, чи пĕлтерĕшли? - пĕлесшĕн пултăм эпĕ.

-Асăннă наградăсенчен чылайăшне вăл вăхăтра ыттисем те илме пултарнă. Ĕçчен те пултаруллă çынсем пирĕн хушăра сахал мар, вăл шутрах пирĕн ялта та. Маншăн вара чуна чи çывăххи çавах та "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ" ята пани пулĕ. Мухтаннă пек ан пултăр та, анчах вăл манăн пĕтĕм пурнăç тăршшĕнчи ĕçĕм-хĕлĕмпе, ĕмĕт-шухăшăмсемпе, вĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă, - терĕ вăл.

Çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Тыр-пул уçă пĕлĕт айĕнче çитĕннĕрен, тухăçа çанталăк условийĕсем те пысăк витĕм кỹреççĕ. Çулпа çул пĕр килмен чухне мĕн туса çитереймерĕмĕр-ши тесе шухăшласа ыйхă вĕçни те пĕрре çеç мар пулнă малтанхи вăхăтсенче, çакăн тупсăмне шыранă. Алексей Никифорович хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çĕр ĕçне, ỹсен-тăран тĕнчине, вĕсен вăрттăнлăхĕсене, агрономипе биологи тата ытти наукăсене тарăн пĕлекен анлă тавракурăмлă специалист пулнине кăтартса панă. Вăл института хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, ученăй агронома вĕреннĕ, çак ята хăйĕн тарăн пĕлĕвĕпе, çивĕч ăс-хакăлĕпе, пултарулăхĕпе, творчествăлла ырми-канми ĕçĕпе тивĕçнĕ.

Алексей Никифоровичăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван хуçалăхĕн кун-çулĕпе пĕр килнĕ. Çавăнпа вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма та йывăр. "Красная Чувашия" колхоз экономики уйрăмах иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулĕсенче аталанса тĕрекленнĕ, хуçалăх ĕçченĕсем производствăра пысăк кăтартусем тунă, колхоз районта кăна мар, республикăра та малта пыраканнисенчен пĕри шутланнă. Тĕпрен илсен, шăпах асăннă çулсенче Алексей Никифорович çĕр ĕçĕпе тыр-пул туса илессине наука никĕсĕ çинче йĕркелеме вăй хунă, сăнавсем тунă, çĕр ĕçлекенсене вĕрентнĕ, программăланă тухăç илессине пурнăçа кĕртнĕ. Наука тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ çĕр ĕç системи, тĕрĕс йĕркеленĕ пусă çаврăнăшĕ, сортлă вăрлăхсем, органикăллă тата минераллă удобренисемпе, ỹсен-тăрана хỹтĕлекен хатĕрсемпе анлăн та пĕлсе усă курни - çаксем пурте тырă-пулă туса илессине, производство эффективлăхне ỹстерме май панă. Çĕнĕлĕхсемпе усă курса, çĕрĕç культурине ỹстерессипе тата çĕре эрозирен хỹтĕлессипе тĕллевлĕ ĕçлесе пырса, енĕшнăрвашсем уйрăм çулсенче тырă туса илессине гектар пуçне 35-39 центнера çитерме пултарнă. Хăш-пĕр культурăсем 50-60 центнер таран тухăç парса савăнтарнă. Çĕр ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене, малта пыракан технологие ĕçе кĕртме агронома çав çулсенче колхоз ертỹçинче тăрăшнă В.Д.Данилов, А.В.Данилов, В.А.Ванерке пулăшса пынă. Ял ĕçченĕсем те тỹпе хывнă, колхозра çуллен начар мар тыр-пул çитĕнтернĕ.

Алексей Никифорович çĕр-шыври агрономсен канашлăвне те икĕ хутчен (1973 тата 1980 çулсенче) хутшăннă. Астăватăп, унта халăх академикĕпе Терентий Семенович Мальцевпа тĕл пулса калаçма тỹр килни çинчен çав тери хавхаланса каласа кăтартнăччĕ вăл Мускавран таврăнсан, унран автограф та илнĕ.

Сăмах майăн каласан, эпир Алексей Никифоровичпа паян кунчченех туслă çыхăну тытатпăр, канашлатпăр пĕр-пĕринпе. Хăй вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрхи сакăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче, хама КПСС райкомĕн бюровĕнче çак ĕçе çирĕплетиччен маларах эпĕ унăн кандидатурине "Ял ĕçченĕ" хаçатăн ял хуçалăх (хальхи экономика) пайне ертсе пыма сĕнни те пулнă. Алексей Никифорович çакна хăй, тен, пĕлмест те пулĕ-ха.

Вăл район хаçачĕпе яланах çыхăну тытнă. Программăланă тухăçăн майĕсемпе мелĕсем çинчен те çырса кăтартнă. Халĕ те çĕр ĕçĕпе экономика, çут çанталăк ыйтăвĕсемпе тăтăшах паха статьясем, очерксемпе тĕрленчĕксем шăрçалать.Хăйĕн опытне, курăмне ыттисем патне çитермесĕр чун чăтмасть унăн. "Тăван çут çанталăк" страницисенче те пичетленсех тăрать. Вулакансем хапăлласах йышăнаççĕ вăл çырнисене. Вăл "Специалист канашĕ" рубрикăпа çырнă статьясем Мускаври, Шупашкарти хаçатсемпе журналсенче те кун çути курнă. Манăн ал айĕнчех Алексей Никифорович пилĕк çул каялла пичетлесе кăларнă "Тырă пусси хумханать. Колхоз агрономĕ çырнинчен" кĕнеке. Пуян опытлă специалист çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхĕсем, малта пыракан технологипе çĕнĕлĕхсем, колхозăн маттур ертỹçисемпе ĕçченĕсем, çĕнелсе, улшăнса пыракан ял пурнăçĕ çинчен уçăмлă та ансат чĕлхепе çырса кăтартнă кĕнеке ялта ĕçлесе пурăнакансене, специалистсемпе ертỹçĕсене, çут çанталăка юратакансене пурнăçра сахал мар усă кỹрессе, пулăшасса шанса тăма пулать. Хăйне те тăван çĕр хăвачĕ, çемье тата пĕрле ĕçлекенсен шанăçĕ хал парса тăнă, тăрать те. Çемье тенĕрен, Алексей Никифоровичпа мăшăрĕ, ялти шкулта учительницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Алевтина Алексеевна, вĕсен ывăлĕ, Тăвайри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятине ертсе пыракан Юрий Алексеевич тата унăн мăшăрĕ Наталья Васильевна, вĕсен икĕ хĕрĕ пурте пĕрле пĕр çемьере шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Алексей Никифоровичăн икĕ ача: тепри, хĕрĕ, Мария Алексеевна, Канашра ĕçлесе пурăнать, вăтам шкулта физикăпа математика вĕрентет. Вăл та çемьеллĕ.

Çапла, Алексей Никифорович Ефимовăн пурнăçĕ нумай енлĕ, тулли те пархатарлă. Хăй çав вăхăтрах сăпайлă та ырă кăмăллă, кал-кал та малашлă, ыттисене кирек хăçан та алă тăсса пама хатĕр çын. Вăл тăван ялĕпе пĕрлешỹллĕ хуçалăх, районпа республикăмăр историне ырă ятпа кĕрсе юлать. Эпир ăна хамăр енчен çирĕп сывлăх, телей те вăрăм кун-çул, пурнăçра тата творчество ĕçĕнче ăнăçусем сунатпăр.

И.ГЛАДКОВ.



22 июля 2014
11:46
Поделиться