Тăрăшатчĕ, чунне паратчĕ
Тăвай районĕн "Ял ĕçченĕ", республикăра тухса тăракан "Хыпар", "Хĕрарăмсен хаçачĕ", "Хресчен сасси" хаçатсенче тата ытти çĕрте те Роза Петрова-Ахтимирова çырнă статьясемпе ытти материалсене час-часах тĕл пулма пулать.
Вĕсене эпĕ кашнинчех пысăк интереспе вулама тытăнатăп. Тĕрлĕ темăпа, тĕрлĕ жанрпа çырать Роза Николаевна: Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем, аса-илỹсем çинчен тата ытти те - хăй пĕлнине, хăйĕн шухăш-кăмăлне вулакансем патне уçăмлă та ансат чĕлхепе çитерме тăрăшать вăл.
Мĕншĕн çыратăп-ха çак йĕркесене? Мĕншĕн тесен вăл нумай çул каялла, утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче, пире, Тикашри 7 çул вĕренмелли шкул ачисене, тăван чĕлхене - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Асăннă предметпа вĕрентекен учительница урине амантнине пула, Хĕрлĕçыртан ĕçе çỹрейменрен пĕр вăхăт пире урăх учительница вĕрентме тытăнчĕ. Ку вăл яштак, вăтам пỹллĕ, çивĕч куçлă Роза Николаевна Петрова пулчĕ. Вăл ун чухне Арапуç ялĕнче ĕçленĕ пулнă, çав вăхăтрах Тикаша çỹреме те ĕлкĕретчĕ. Пирĕн вăхăтра ялта учитель профессийĕ чи сумли шутланнă, вĕрентекен ачасемшĕн турă вырăнĕнчех пулнă.
Роза Николаевна хăйĕн предметне çирĕп пĕлнĕ, хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех ачасене пама тăрăшатчĕ, чунне парса ĕçлетчĕ. Ачасене ăнланма тăрăшатчĕ, вĕсемпе çывăх амăшĕ пек, тус-тантăшĕ пек калаçатчĕ. Хисеплетчĕç ăна вĕренекенсем, уроксенче кăштах шавлама юратакан ачасем те шăпланатчĕç, интересленсех вăл каланине тăнлатчĕç.
Пĕррехинче вĕренекенсенчен пĕри киле пăхмасăр парса янă сăвва вĕренсе килменччĕ темле сăлтавпа. Роза Николаевна кантăкран пăхрĕ те çапла каларĕ: "Эпĕ сире "Нарспи" поэмăна пĕтĕмпех пăхмасăр вĕренме панă пулсан татах ăнланма пулатчĕ-ха", - терĕ. Вăл хăй çав поэмăна пĕтĕмпех пăхмасăр пĕлнине каласан эпир питĕ тĕлĕннĕччĕ.
Ĕнер кăна чупаттăмăр пек шкула... Çав вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Акă паян, сентябрĕн 12-мĕшĕнче, Роза Николаевнан çуралнă кунĕ: вăл 75 çул тултарать. Эпир, вăл вĕрентнĕ çынсем, ăна манмастпăр, ăна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, пултарулăх çулĕ çинче ăнăçусем сунатпăр.
Эпĕ кунта Роза Николаевнан пурнăç çулĕпе пултарулăхĕ пирки мар, ун çинчен тĕпчевçĕсем çырса кăтартĕç-ха, хамăн шăпа çавăн пек пултаруллă та паллă çынпа тĕл пулма май пани çинчен çеç аса илсе кăштах çырас терĕм ăна чунтан хисеплесе. Унтанпа нумай шыв юхрĕ ĕнтĕ, анчах паян та хамăра вĕрентнĕ çынсем куç умĕнчех. Вĕсенчен пĕри - Роза Николаевна Петрова-Ахтимирова.
Савăнăçлах килмен Роза Николаевнан ачалăхĕ. Пĕчĕклех ашшĕнчен тăлăха юлнă. Унăн ашшĕ Николай Ахтимирович Ахтимиров, 1941 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче фронта тухса кайнă та каялла киле таврăнайман. Мускав çывăхĕнче пынă хаяр çапăçура пуçне хунă. Амăшĕ, Софья Тимофеевна, виçĕ ачана пĕчченех ура çине тăратнă, вĕсене вăй çитнĕ таран вĕрентме тăрăшнă.
Г.МАТВЕЕВА. Вăрмар поселокĕ.