Комбайнпа та, копалкăсемпе те
"Родник" обществăн (ертỹçи А.Петров) кăçал 100 гектартан кая мар çĕр улми кăларса пухмалла. Лачкасси çĕрĕ çинче те, Çăлпуçĕнче те лартса çитĕнтернĕ "иккĕмĕш çăкăра".
Халĕ алă вĕççĕн те, комбайнпа та кăларса пуçтараççĕ. Тĕрлĕ лаптăкра тухăçĕ те тĕрлĕрен. Çăлпуçĕнчи лаптăксенче тухăçлăрах. Икĕ хут шăварни те пулăшман мар ĕнтĕ. Шел, шăваракан агрегатне маларах туянайман, çĕр улми тата лайăхрах пулма пултарнă. Çăлпуç лапамĕнчи халĕ те самай тухăçлă-ха. Çĕр улми аврине унта Александр Ларионов çулать. Виталий Алексеевпа Николай Николаев икĕ копалкăпа кăлараççĕ çĕр улмине алхапăл пухса пыма. Ĕçлекенсене начар мар тỹлеççĕ. Василий Филиппов вара "иккĕмĕш çăкăра" комбайнпа кăларса пухать.
А.ИВАНОВ.