Наци кросне хутшăннă
Шупашкар. Пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ-2014" чупу кунĕ иртнĕ. Ăна Шупашкарта шыв кукринче йĕркеленĕ.
Республика Пуçлăхĕ малтан пухăннисене физкультурăпа спорта юратнăшăн, сывă пурнăç йĕркине мала хунăшăн тав тунă, чупура ăнăçусем суннă.
Вырсарни кун Раççейре те, республикăра та чупăва хутшăннă спортсменсем. "Эпĕ сирĕншĕн савăнатăп, сирĕнпе мухтанатăп. Иртнĕ çул наци чупăвне Чăваш Енре пурăнакан 53792 çын хутшăннă. Паян вара пирĕн йыш татах нумайланасса шанатăп", - тенĕ Михаил Игнатьев. Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум Шупашкарта 9-11-мĕшĕсенче иртни пирки аса илтернĕ, чупма хатĕрленекенсене пурне те асăннă мероприятие хутшăнма йыхравланă.
Ăмăртусен тĕп судйи, Раççейри спорт мастерĕ, ХХХ олимпиадăри марафон чупăвĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ Татьяна Архипова "Наци кросĕ-2014" чупăва кăнтăрла, шăп 12 сехетре, старт панă.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 метрлă дистанциллĕ VIP-чупăва хутшăнакансен йышне ертсе пынă. Унта ĕç тăвакан органсен представителĕсем, Чăваш Патшалăх Канашĕн тата Шупашкар хулин Пухăвĕн депутачĕсем, республикăри предприятисемпе организацисен ертỹçисем чупнă.
1-12 çухрăмлă дистанцисене тĕрлĕ ỹсĕмри спортсменсем парăнтарнă. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе наградăланă. Чупăва кăмăллакан чылай çын старт илнĕ çав кун Чăваш Ен тĕп хулинче. "Наци кросĕ-2014" чупу пынă хушăра "çăлтăрпа" ирхи зарядка тунă чылайăшĕ.
Республикăра "Наци кросĕ- 2014" чупăва 2004 çултанпа ирттерме пуçланă. Унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Районсемпе хуласенче асăннă мероприятие 2009 çултанпа йĕркелеççĕ.
Тăвай. Çавăн пекех пирĕн районта та иртнĕ "Наци кросĕ-2014" чупу. Палăртнă вăхăт тĕлне "Аль" спорткомплекс стадионне чупма юратакансем нумайăн пуçтарăннă.
Малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке сăмах илнĕ. Шупашкарта Пĕтĕм Тĕнчери "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум октябрĕн 9-11-мĕшĕнче иртни пирки каласа кăтартнă вăл. Çавăнпа республикăра спорт мероприятийĕсене ытларах ирттерни пирки чарăнса тăнă, пухăннисене чупура мала тухма суннă. 11 тĕрлĕ дистанцире тупăшнă спорта юратакансем. Малтан VIP-чупура район администрацийĕнче тăрăшакансем, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе вĕсене пулăшакансем старта тухнă. Унтан тĕрлĕ ỹсĕмрисем хăйсен вăй-халне кăтартнă.
Мала тухнисене пурне те медальсем парса хавхалантарнă.
А.ИВАНОВА.