Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кĕрхи сухара

Кĕрхи сухара

Иртнĕ уйăх варринче çеç-ха "Ял ĕçченĕ" хаçатра Вăрманхĕрринчи Сергей Михайлов фермер уйĕнче çĕр улми кăларни çинчен фоторепортаж пичетленнĕччĕ. Ун чухне кăна-ха "иккĕмĕш çăкăра" копалкăпа кăларнă Юрий Васильевич Ивановпа Виталий Николаевич Николаев механизаторсем хальхи вăхăтра пикенсех кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ, çитес çулхи тухăç никĕсне хываççĕ. Сăмах майăн каласан, ку уя шăпах çитес çул çĕр улми лартса тумашкăн сухаласа хатĕрлеççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: агрегатсем суха кассинче.



"Ял ĕçченĕ"
03 октября 2014
11:59
Поделиться