Пурлăха упрасси хăвăр алăра
Кашни çулах Чăваш Енре, вăл шутра пирĕн районта та, çынсен пурлăхне çаратнă тĕслĕхсем сахал мар пулаççĕ. Çакна тĕпе хурса, Тăвайри полици уйрăмĕ районта пурăнакансене харпăр хăй пурлăхне упрассипе хăш-пĕр мелсем сĕнет. Паллах, çакăн пек ансат правилăсем çинчен, тĕс-лĕхрен, хваттер уççисене пысăках мар кавир татăкĕ айне е "улах" вырăна хурса хăвармалла марри, почта ещĕкĕнчи корреспонденцисене вăхăтра илсе тăмалли, пусма тăваткăлĕсенче çутă çутмалли тата алăксен питĕркĕчĕсем юсавлă пулмалли, килтен тухса кайнă чухне чỹречесемпе форточкăсене кашнинчех хупса хăвармалли çинчен, пирĕн шутпа, асăрхаттарма та кирлĕ мар. Кил хуçисен вĕсене хăйсенех лайăх пĕлмелле. Сĕнỹсем вара çакăн пеккисем:
1. Хăвăрăн хваттере май килнĕ таран хỹтлĕхлĕ тăвăр.
2. Темиçе кунлăха килтен тухса кайнă чухне ун пирки ют çынсене пĕлтерме ан тăрăшăр, почта ещĕкĕнчи çырусемпе хаçат-журналсене вăхăтра илсе тăрăр, вăрах вăхăта тухса кайнă чухне килте уйрăмах хаклă япаласене ан хăварăр.
3. Хăвăрăн куллен-кунхи пурнăçра пурне те шута илĕр: енчен те сирĕн хваттере е пỹрте ют çынсем кĕнĕ пулсан, вĕсене тĕпеле ирттерме, пỹлĕмсене кăтартса çỹреме ан тăрăшăр, хваттер уççине, документсене, укçа-тенкĕне курăнмалла çĕрте, ал айĕнче ан вырттарăр; сирĕн хваттерти, пỹртри лару-тăрăва сăнаса ан тăччăр тесе, хăвăрăн чỹречесем умĕнчи йывăç-тĕмсене çỹллĕ ỹсме ан парăр, касса-тикĕслесе тăрăр, чỹречесене каррисемпе карăр, килте упранакан хаклă хутсемпе япаласене номерлесе список тăвăр е вĕсем çине паллă лартăр, çакă вăл вăрлас-çаратас пулсан вĕсене хăвăртрах тупма май парĕ; йытă усрани те хваттере ют çынсем кĕресрен эффективлă хỹтĕлеме пулăшать.
4. Тапăнса çаратасран сыхланса пĕлмен-палламан çынсене алăк уçса ан кĕртĕр. Алăк çине куçпа витĕр пăхмалли хатĕр лартăр. Енчен те кам та пулсан сирĕн алăка çĕмĕрсе кĕме хăтланать пулсан, полицие шăнкăравлăр, чỹречене уçса пулăшу ыйтма та именсе ан тăрăр, кỹршĕсене шаккаса мĕнле те пулсан сасă парса пĕлтерме-систерме тăрăшăр.
5. Алăк çине тĕрлĕ конструкциллĕ икĕ çăра вырнаçтарсан лайăх, вĕсен хушши пĕр-пĕринчен 300 миллиметртан кая мар пултăр, çакă алăк çирĕплĕхне тата шанчăклăхне ỹстерет. Çăрасене пĕлсе суйласа илĕр: уççи мĕн чухлĕ кăткăсрах - вăрăшăн çăрана уçма та çавăн чухлĕ йывăртарах. 5-7 çултан вара çăра хавшать. Ăна улăштарни кирлĕ.
Кỹршĕсемпе лайăх хутшăнса пурăнма, пĕр-пĕрин хваттерне сăнаса тăма килĕшсе татăлăр, пĕр чĕлхе тупăр. Пĕр-пĕрин телефонне пĕлсе тăрăр. Подъездра калаçма май паракан çăра хатĕрĕ туянса вырнаçтарас пирки те унти хваттерсенче пурăнакансемпе пĕрле килĕшсе татăлăр. Хальхи вăхăтра видеокамерăсем вырнаçтарнă домофонсем туса кăлараççĕ.
Нумай çулхи практика кăтартса панă тăрăх, сирĕн пурлăха çаратассинчен хваттере сигнализаци хатĕрĕсем вырнаçтарса хỹтĕлени уйрăмах шанчăклă. Ăна централизациленĕ сăнав пункчĕпе çыхăнтарни тата лайăхрах. Çакăн пирки шалти ĕçсен органĕсем çумĕнчи ведомство тулашĕнчи службăпа килĕшỹ тунă хыççăн сирĕн хваттере, пурлăха сыхлассине полици хăй çине илет. Унсăр пуçне ведомство хуралĕ сирĕн пурлăх упраннăшăн яваплă пулса тăрать. Кăмăлăр пулсан хваттерте хăрушлăх сигналĕн кнопки те вырнаçтарма пултараççĕ. Ун çине пуссан сирĕн пата çийĕнчех преступлени тума хăтланакансене тытса чарма хĕç-пăшаллă ушкăн ярса параççĕ.
Хуралланин тата техника енчен пăхса тăнин тарифĕсемпе, çынсен хваттерĕсене тата харпăр хăй пурлăхĕ упранакан ытти вырăнсене хуралламалли техника хатĕрĕсем вырнаçтарнăшăн тỹлемелли расценкăсемпе эсир Тăвай районĕн полици уйрăмĕнче паллашма пултаратăр.
В.ФЕДОРОВ, районти полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ.