Хĕллехи сунар
Таврара хĕл умĕнхи çанталăк хуçаланать. Республика территорийĕнче вара 2014 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хĕллехи сунар уçăлĕ. Вăл 2015 çулхи февралĕн 28-мĕшĕчченех пырĕ. Пирĕн тăрăхра сунарçăсен пăшисем, хир сыснисем, тилĕсем, карсак мулкачсем, сăсарсем, енот йытăсем, кашкăрсем тытма юрать. Çав вăхăтрах карсак мулкачсене ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен кăна тытма ирĕк панă. Виçи те пур хăшне мĕн чухлĕ тытма юрани. Тĕслĕхрен, сунарçăн пĕр кунта пĕр карсак мулкачран ытла тытма юрамасть. Пăшисем, хир сыснисем, сăсарсем тытма сунарçăсемпе пулăçсен районсем хушшинчи обществинчен тỹлевлĕ уйрăм лицензипе сезонра пĕр пуçран ытла тытма юрамасть. Вĕсене тытмалли срок - ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен. Тилĕсем, кашкăрсем, енот йытăсем тĕлĕшпе чару çук: сунарçă вĕсене пĕр кунтах темиçешер тытма пултарать.
Сунар вăхăчĕ çитсе пынă май, çакна та асра тытасчĕ: ухутана тухмалли харпăр хăйĕн докуменчĕсене маларахах йĕркелесе çитересчĕ. Çакăн хыççăн сунарçăсемпе пулăçсен районсем хушшинчи обществинчен (Канаш хули, Янтиковское шоссе, 1-мĕш çурт) ухутана тухма ирĕк паракан тỹлевлĕ путевка çыртарса илмелле пулать. Ăна канмалли кунсемсĕр пуçне кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен çырса параççĕ.
В.СОРОКИН, аслă егерь.