Тăлăх ачасем валли

"Ял ĕçченĕн" ноябрĕн 21-мĕшĕнчи номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, кăçал республикăра тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 331,6 млн тенкĕ уйăрнă. Ку вăхăт тĕлне 248 тăлăх валли хваттер е çурт тунă.
Тăвайра та "Стройсантех" ООО РТП территорийĕнче нумай хваттерлĕ 2№-лĕ пурăнмалли çурт тăвассине вĕçленĕ. Пĕр подъездлă нумай хваттерлĕ çурт 3 хутлă, унта пĕрер пỹлĕмлĕ 12 хваттер, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 411,6 тăваткал метр.
Çуртăн пĕтĕм инженери коммуникацийĕсене ĕçе кĕртнĕ. Ăшă панă. Картиш территорине асфальтпа бетонран сарнă.
Çак çуртри 7 хваттере тăлăх ачасене параççĕ.
М.СТЕПАНОВ.
"Ял ĕçченĕ"