Карсак мулкачсене тытма чарнă
Республикăра, вăл шутра Тăвай районĕн тăрăхĕнче те, сунар йĕркине пăхăнса 2015 çулхи январĕн 10-мĕшĕнчен карсак мулкачсене тытма чарнă. Çак чару çитес хĕллехи сунар уçăличченех тăсăлать.
Карсак мулкачсене çак вăхăтра тытма чарни пĕтĕмпех вĕсене сыхласа хăварма тата ĕрчеме майсем туса парассипе çыхăннă. Апла пулин те, тытма чарсан та, уйрăм çынсем çав-çавах вĕсене йĕрленĕ тĕслĕхсене курма пулать. Ырă мар шухăшпа хĕртĕнсе çỹрекенсем пирĕн тăрăхра та çук мар. Хăйсен киревсĕр ĕçне пурнăçа кĕртме вĕсем çын пит курсах кайман е çỹремен вырăнсене суйласа илеççĕ. Анчах карсак мулкачсене вăрттăн та пулин тытма хĕмленекенсен çакна пĕлсе тăмалла: сунар йĕркине пăснă кашни тĕслĕхшĕн вĕсен административлă йĕркепе явап тытма тивет. Çакна та палăртмалла: сунар йĕркелĕхе юратать, çавăнпа ăна кашни çыннăн тарăннăн ăнланса илсе çирĕп пурнăçласа пыни кирлĕ. Унсăрăн çут çанталăка, чĕр чунсен тĕнчине сăтăр тăватпăр. Çакнашкал ырă мар тĕслĕхсене сирес тĕллевпех тĕрлĕ вырăнсенче ятарлă рейдсем йĕркелесе ирттеретпĕр. Вĕсем йĕркесĕрлĕхсене пĕтерме пулăшаççĕ.
В.СОРОКИН, аслă егерь.