Пурăнать-ха ветеран
Алексей Михайлович Михайлова эпĕ хам вăл парти райкомĕнче водительте ĕçленĕ çулсенчех пĕлнĕ. Çỹллĕ те яшăм, кĕрнеклĕ, çав вăхăтрах кăмăллă çын. Григорий Кузьмич Кузьминпа пĕр вăхăтра ĕçлетчĕç вĕсем. Района ертсе пыракансене турттарнăран-и, вĕсем питĕ опытлă та шанчăклă водительсем ĕнтĕ тесе шутлаттăм. Ман шутпа, йăнăшман эпĕ. Вĕсен стаж та, опыт та, яваплăх та пысăк пулнă. Çакăнпа пĕрлех çынлăх та.
Шел, Григорий Кузьмич пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Çын çĕр çине пурăнма, йăхне малалла тăсма çуралать пулсан та, кашнинех хăйне кăна пỹрнĕ кун-çулĕ пур пулас.
Алексей Михайлович пурăнать-ха. Ку хăех лайăх. Пурнăçа, пĕлетпĕр, никама та иккĕ паман. Çавăнпа пурăннă чухне савăнмалла та савăнмалла. Алексей Михайлович Тăвай ялĕнче çуралнă. Çул çитсен, çар службинче пулнă. Хура тинĕс флочĕн Дунай флотилинче службăра тăнă вăл. Шыв айĕнчи водолаз-сапера вĕреннĕ. Ытларах шывра 40 метр тарăнăшĕнче ĕçлеме тивнĕ. Дунай шывĕ Хура тинĕсе юхса кĕрекен вырăна Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенчен упранса юлнă "тасамарлăхран" _ çурăлман снарядсенчен, минăсенчен, бомбăсенчен тасатнă. Алексей Михайлович каланă тăрăх, Дунай шывĕ питĕ таса мар пулнă ун чухне, пĕтĕмпех ал сĕмĕпе хыпаласа пыма тивнĕ. Сирпĕнекен япалана тупсан, ăна троспа çвхăнтарнă, ун хыççăн сигнал панипе шыв тĕпĕнчен малтан водолаза, унтан сирпĕтекен хатĕре кăларнă. Хăрушă-и? Паллах, унсăр мар. Лешĕ, асăрханмасан, сирпĕнме те пултарнă-çке. Алексей Михайловича службăра икĕ хутчен отпуск парса хавхалантарнă.
Çар службине татса таврăнсан, вăл районти тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче водительте ĕçлесе пурăннă: районти финанс пайĕнче, райсельхозтехникăра, парти райкомĕнче, санэпидстанцире, райбольницăра. Пĕтĕм стажĕ унăн чылай пысăк. Çар службинчен килсен тĕп ĕçрен пушă вăхăтра В.Н.Чернов ертсе пынипе Тăвайра футболпа волейбол вăййисене пуçарса янă. Сăмах майăн каласан, паян кун та спортпа кăсăкланать вăл, çамрăксене канашсем парса пулăшать.
Ачисемпе мăнукĕсем те футболпа волейбол вăййисене кăмăллаççĕ. Владимир Алексеевич акă районти "Сельхозхими" пĕрлешĕвне ертсе пынă çулсенче те, ун хыççăн та хăй вĕренсе пĕлỹ илнĕ чăваш ял хуçалăх академийĕнче тата районта волейболла выляса мала тухассишĕн иртекен çивĕч ăмăртусене пайтах хутшăннă, вĕсен команди малти вырăнсене те çĕнсе илнĕ. Раççей шайĕнче ăнăçлă ăмăртнисем те пур ачисемпе мăнукĕсем хушшинче, волейболла выляссипе спорт мастерĕн кандидачĕ ята тивĕçни те çук мар. Алексей Михайловичпа мăшăрĕ №вăл медсестрара ĕçленĕ№ виçĕ ача çуратса ỹстернĕ, унăн халĕ пилĕк мăнукпа тăватă мăнукĕн ачисем пур.
Хăй халĕ 83-ре. Ĕç ветеранĕ. Ĕçленĕ çулсенче "Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" юбилей медальне тивĕçнĕ. Халĕ те Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарнă ятпа юбилей медалĕ парса чысланă ăна.
И.ГЛАДКОВ.
Сăн ỹкерчĕкре: Алексей Михайлов служба вăхăтĕнче.