Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Юрлать ветерансен хорĕ

Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Çĕнтерỹ салючĕ" фестивалĕ шучĕпе районта та, унăн тулашĕнче те сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсене Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ те хастар хутшăнма тăрăшрĕ.

Çапла кăçалхи пуш уйăхĕнче Канаш хулинчи культура керменĕнче иртнĕ ветерансен юрă пултарулăхĕн "Çурхи çак кун манăçа тухмĕ" республикăри смотр-фестивалĕн зонăри турне хутшăнчĕ. Унта Канаш хулин, Канашпа Тăвай районĕсен ветеранĕсен юрă коллективĕсем ăмăртрĕç. Пирĕн районти ветерансен хорĕ (ертỹçи - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Римма Маркова, концертмейстерĕ Владислав Степанов) унта икĕ произведенипе тухрĕ: пĕрремĕш юрри - "Юрлать шурă çỹçлĕ салтак" (солисчĕ Вячеслав Марков), тепри - "Ой, туманы мои, растуманы". Жюри членĕсем юрăсен килĕшỹлĕхне палăртрĕç. Ака уйăхĕнче ветерансен хорне Шупашкар хулине маларах асăннă фестивалĕн Гала-концертне йыхравларĕç. Унта 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа "Çурхи çак кун манăçа тухмĕ" смотр-фестивалĕн III турĕ пулчĕ, вăл культурăпа халăх пултарулăхĕн республикăри керменĕнче иртрĕ. Юлашки мероприятире ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов тата унăн çумĕ Татьяна Казакова та пулчĕç. Фестивалĕн юлашки турне пирĕн район хорĕ "Юрлать шурă çỹçлĕ салтак" (сăмахĕсем С.Ильинăн, кĕвви А.Бурундуковăн) юрра шăрантарчĕ (солисчĕ Вячеслав Марков).

Конкурса пĕтĕмпе 16 халăх тата ветерансен 6 хорĕ, çавăн пекех Чăваш Республикин вокал ансамблĕсем те хутшăнчĕç. Пурĕ - 500 çын ытла. Пирĕн районти ветерансен хорĕ юрланине куракансем хавхаланса йышăнчĕç. Ветерансен хорĕ ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерствин, республикăри культурăпа халăх пултарулăхĕн керменĕн Дипломне илме тивĕçрĕ смотр-фестиваль итогĕсемпе. Аслă Çĕнтерỹ кунĕнчи мероприятире те хор хăйне ăнăçлă кăтартрĕ.

Халĕ ветерансен хорĕ районти ĕçпе юрă тата спорт уявне - акатуя тăрăшса хатĕрленчĕ. Унта та хăйĕн пултарулăхне аванах кăтартса парасса шанма пулать.

Е.ИЛЬИНА, ĕç ветеранĕ.

Вăрманхĕрри ялĕ.



"Ял ĕçченĕ"
11 июня 2015
10:18
Поделиться