Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Агитбригада уйра

Çурла уйăхĕнче ялсенче пурăнакансем ларма-тăма пĕлмеççĕ. Пахчисенчи ăнса çитĕннĕ çимĕçсене пухса кĕртеççĕ вĕсем, уй-хирти тырра çапса тĕшĕленĕ çĕрте активлăх кăтартаççĕ.

Вырмана хутшăнакансен кăмăл-туйăмне çĕклес тĕллевпе Тăвайри культура çуртĕнче ĕçлекенсем уя тухсах хăйсен пултарулăхĕпе паллшаштараççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ. Кăçал та Н.Иванова ертсе пыракан "Тăвай ен" халăх ушкăнĕ çĕр ĕçлекенсем валли çĕнĕ программа хатĕрлерĕ. Р.Маркова, В.Абржина, Н.Иванова, Е.Семенова, Н.Королева, Н.Никифорова, Ф.Трифонов вырăс тата чăваш композиторсен юррисене шăрантараççĕ.

Агитбригадăн пĕрремĕш кунĕ Тăвай тата Кĕрше ялĕсенчи хуçалăхсенче иртнĕ. Куракансем артистсене хĕпĕртесе йышăннă, кашни номер хыççăн алă çупса хавхалантарнă. Çывăх кунсенче агитбригада ял хуçалăхăн ытти коллективĕсенче те пулать.

А.АЛЕКСЕЕВА.



"Ял ĕçченĕ"
21 августа 2015
15:17
Поделиться