Етĕрне енре пурăнакансемпе савăннă

Иртнĕ шăматкун Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Етĕрнен 425 çулхи юбилейне паллă тунă çĕре хутшăннă. Регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан етĕрнесене хула уявĕпе, Раççей Федерацийĕн ялавĕн кунĕпе саламланă, ĕçре палăрнисене патшалăх наградисем панă.
Çавăн пекех Етĕрне районĕнчи пĕр ялта Николай Чудотворец ячĕллĕ часовня тата Тăван çĕршывăн 1941_1945 çулсенчи Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăк уçнă çĕрте те пулнă Михаил Васильевич. Унпа пĕрле уява РФ Федераллă Пухăвăн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн ертỹçин çумĕ, "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Шупашкар - Чăваш Ен Епархийĕн Митрополичĕ Варнава тата ыттисем çитсе курнă.
Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Тури Ачакра вара РФ Культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, ЧР тата Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданинĕн, "Ленинская искра" колхоз председателĕн Аркадий Айдакăн палăкĕ умне чĕрĕ чечек çыххи хунă. "Чăваш халăхĕн мухтава тивĕçлĕ ывăлĕнчен эпир ырă тĕслĕх илетпĕр, ăна яланах асра тытатпăр", - тенĕ Михаил Васильевич. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан "Ленинская искра" кăтартуллă-опытлă хуçалăх" колхоз хăмла туса илессин çитĕнĕвĕсемпе паллашнă. Ку культурăна етĕрнесем 1972 çултанпа çитĕнтереççĕ. Асăннă хуçалăх çулсерен "Агро-100" клуба кĕрет.
Етĕрне хули 425 çулхи юбилейне паллă тунă уявра пирĕн районти Тушкил ялĕнчи "Сурпан" ансамбль пулнă, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.
А.ИВАНОВА.