Чăваш халăх юррисене упрасчĕ
Шупашкарти тракторсем тăвакан культура керменĕнче халăх ятне çĕнсе илнĕ коллективсен ертỹçисен семинар-канашлăвĕ пулса иртрĕ. Культура аталанăвĕ, чăваш халăх юррисене упраса хăварасси, малашнехи ĕçсем çинчен пычĕ калаçу. Ĕлĕкхи юрăсене сцена çине кăларса, вĕсене халăх патне çитерес енĕпе фольклор ушкăнĕсем чылай ĕçленине палăртрĕç.
Мĕн чухлĕ юрă-кĕвĕ чăваш халăхĕн! Паллах, тури чăвашсен анатрисенчен уйрăларах тăраççĕ пулин те, юрăсенче тăвансемпе пĕрле пурăнасси, атте-аннене, ватăсене сума сăвасси, тăван çĕре хакласси яланах малти вырăнта пулнă. Чăвашсем мĕн авалтанах юрлама юратнă. Илемлĕ юрă вĕсемшĕн чун йăпатмăшĕ пулнă тесен тĕрĕсрех те пулĕ. Ĕçленĕ чухне те, вăйăра та, улахра та, ĕçкĕ-çикĕре те юрланă. Паллах, кашни юрăрах халăхăн шухăш-кăмăлĕ, туйăмĕ палăрнă.
Фольклор ушкăнĕпе ытларах хамăр енчи юрăсене юрлама тăрăшатпăр. Вĕсене пирĕн пĕлмелле, çамрăксене вĕрентсе хăвармалла. Кăçал эпир чылай мероприятие хутшăнтăмăр: Республика тата Тăвай ентешлĕх кунĕсене, Аслă Аттелĕх вăрçи 70 çул тултарнине халалланă Канашри зонăри конкурса тата Шупашкарта иртнĕ гала-концерта, туй юррисен фестивальне... Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республикин Туслăх кунне халалланă уявра та кăтартрăмăр пултарулăха. Унсăр пуçне районта иртекен уявсенче, кỹршĕ ялсенче концертпа пултăмăр. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹртре ял уявĕнче, Микушкара ял юбилейĕнче пирĕн ушкăна хапăллăн йышăнчĕç.
Ялта та чылай мероприяти хатĕрлесе ирттертĕмĕр. Лачкасси ялĕнче икĕ хутчен концерт программипе уявсене хутшăнтăмăр. Çапла тухса çỹрени фольклор ушкăнĕн ăсталăхне ỹстерет. Ытти регионсене те çитсе курас кăмăл пур пирĕн.
Семинар-канашлусем пулни те питĕ паха. Пире Шупашкарти фольклор ушкăнĕ "Нарспи" поэмăри туя выляса кăтартрĕ. Хулари шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсем иккен фольклор ушкăнĕнче. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕсем, маттурскерсем, тумĕсем çыпăçуллă: хушпу-тухья тăхăннă, тĕрĕллĕ саппун çакнă.
Семинар-канашлура хускатнă ыйтусене фольклор ушкăнĕпе те сỹтсе яврăмăр.
Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш.