Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вырăнти артистсем питĕ пултаруллă

Вырăнти артистсем питĕ пултаруллă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине питĕ анлăн паллă турĕç пур çĕрте те. Тĕрлĕ мероприятисемпе конкурссем йĕркелерĕç пирĕн республикăра, фестивальсем ирттерчĕç, проектсене пурнăçа кĕртрĕç.

Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрне тĕрлĕ ăрури çынсем çỹреççĕ. Пушă вăхăтра вĕсем сцена çинче хăйсене шанса панă рольсене выляса савăнтараççĕ куракансене. Н.Никифорова режиссер вĕрентет ял çыннисене артист пултарулăхне. Кăçал вĕсем районти журналист А.Никитина çырнă "Пурăнатчĕ ялта ветеран" ятлă пьеса тăрăх хатĕрлерĕç хăйсен постановкине.

Ĕç ялта пулса иртет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунă кун çывхарса килет. Пур çĕрте те уява хатĕрленеççĕ. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене юсаççĕ, вĕсем тавра чечексем лартаççĕ, таврари çỹп-çапа тирпейлеççĕ. Ачисемпе арăмĕ вилнĕ Сантăр пиччен (Сергей Дмитриев) кăна савăнăç çук. Вăл вăрçă вăхăтĕнче нимĕçсен тыткăнĕнчен тăватă çынна тарма пулăшнине хурланса аса илсе ларать. Çав вăхăтра ун патне кỹрши Микула пичче (Андрей Захаров) кĕрет, уяв çитнĕ ятпа пĕрер черкке пушатма сĕнет хаяр шĕвеке юратаканскер. Анна аппа (Ираида Евдокимова) арçынсене йĕркеллĕ пулма асăрхаттарса хăварать. "Хĕрарăмăн йĕвене çирĕпрех тытмалла, атту эсир тĕрĕс мар çулпа илсе кĕрсе каятăр", - тет Анна аппа.

Сантăр пиччен пенси укçипе Мухтав орденне вăрласа тухса каять ватă çынсем мĕнле пурăннипе кăсăкланса çỹрекен суя социаллă работник (Надежда Никифорова). Ку пулăм татах амантса хăварать ватă салтак чĕрине. Юрать-ха, аслă хĕрĕн ывăлĕ Артем (Владимир Совин) килсе çитет çав вăхăтра. Хăйĕн Мухтав орденне тепĕр хут курсан еплерех савăнать Сантăр пичче, ура хуçса ташламанни кăна.

Пурнăçăн хăйĕн мереки. Юлашки курăнăвĕнче чирлесе ỹкет пĕччен пурăнакан старик. Леш тĕнчене кайнă çывăх çыннисемпе калаçма пуçлать аташса Сантăр пичче. Мăшăрĕнчен, ывăлĕсемпе хĕрĕсенчен каçару ыйтать те ĕмĕрлĕхе пурнăçран уйрăлса каять вăрçă ветеранĕ. "Сантăр, ташла, "Ока" автомашина уççине пачĕç уявра. Ну, кĕрлеттерсе çỹретпĕр ĕнтĕ эпир санпа. Кăмпана, çырлана, кирлĕ пулсан пулă тытма каятпăр. Илтетĕн-и, Сантăр? Мĕн выртатăн? Мансăрах ĕçсе ĕлкĕртĕн-и? (Пырса тĕртет). Вилнĕ-ĕ, Тăван çĕршыв Аслă вăрçинче пулнă салтак Çĕнтерỹ уявне те кĕтсе илеймерĕ иккен. (Макăрать карттусне хывнă май. Хурлăхлă кĕвĕ янăрать).

Районти ытти ялсенче пурăнакансене те паллаштарнă Тăвайри халăх театрĕ хăйсен пултарулăхĕпе. Хальхинче артистсем пьеса авторĕ умĕнче вылярĕç. Питĕ тăрăшрĕç пурте шанса панă рольсене ĕненỹллĕ сăнарлама. Пултарчĕç вĕсем хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама, иртнĕ пулăма тепĕр хут куç умне ĕненмелле кăларчĕç. Автор чылайччен пуçне усса итлесе ларчĕ, хушăран куçĕсене шăла-шăла илчĕ. Хăйĕн пурнăçĕн саманчĕсене тепĕр хут аса илме май туса панăшăн тав турĕ вăл вылякансене. "Артист пулмах çуралнă эсир", - терĕç юлашкинчен куракансем те.

Л.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: "Пурăнатчĕ ялта ветеран" постановкăри курăну.

В.НИКИТИН сăн ỹкерчĕкĕ.



"Ял ĕçченĕ"
10 ноября 2015
15:54
Поделиться