Коррупци пурăнма ан чăрмантартăр
Çулсерен декабрĕн 9-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли куна уявлаççĕ.
Кăçал 10 уйăх хушшинче Чăваш Республикинчи управленин Канашри районсем хушшинчи следстви уйрăмне 52 коррупцилле преступлени пирки пĕлтерỹ пынă. Тĕрĕслевсем хыççăн 42 уголовлă ĕç пуçарнă. 2015 çулхи асăннă тапхăрта следстви уйрăмĕнчи сотрудниксем пурĕ 46 ĕç пăхса тухнă. Коррупци характерлă 35 уголовлă ĕçе суда янă.
Взятка илнĕ, должноç тивĕçне пăснă, ултав, службăри ултав тĕслĕхсем ытларах пулнă.
А.ЖУРИН, Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕн ертỹçи.
"Ял ĕçченĕ"