Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сывлăх - пирĕн пуянлăх

Кашни çулах октябрьпе ноябрьте Тĕмер шкулĕнче "Эпир сывă пурнăçшăн" икĕ уйăхлăх иртет. Çак тапхăрта тĕрлĕ спорт вăййисем, конкурссем, ăмăртусем хатĕрлеççĕ.

Эпир, 5-мĕш класра вĕренекенсем, çак тапхăрти кашни мероприятиех хутшăнма тăрăшрăмăр. Çурран чупса Т.Карпова, А. Прокопьева, Ю.Ильина, И.Совин, Р.Яковлев, С.Архипов малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. Классем хушшинче йĕркеленĕ "Сывлăх - пирĕн пуянлăх" станци вăййинче иккĕмĕш вырăна тухрăмăр. Шашкăлла тупăшса "Чи лайăх шашист" ята пирĕнпе вĕренекен С.Архипов çĕнсе илчĕ.

Класпа кĕрхи вăрманта пулни те асра юлчĕ. Е.Краснова волонтер хатĕрленĕ "Мы здоровые и сильные" презентацине пăхрăмăр. "Математика тата пирус сиенĕ" уçă урок та питĕ интереслĕ иртрĕ. Тĕрлĕрен задачăсем шутласа пирус туртни çын пурнăçне мĕн чухлĕ кĕскетнине, мĕн чухлĕ никотин ỹпке çине ларнине пĕлтĕмĕр.

Чăваш литература урокĕнче республикăри паллă спортсменсемпе паллашрăмăр. Сывлăх хаçачĕ те интереслĕ тухрĕ. Хамăр сывлăха упрас тесен мĕн-мĕн тумаллине палăртрăмăр.

Сывлăх - чи хаклă мул. Ăна нимĕнле укçапа та илеймĕн.

А.ПРОКОПЬЕВА, Т.КАРПОВА.

5 кл. вĕренекенсем.

Тĕмерти вăтам шкул.

 



"Ял ĕçченĕ"
11 декабря 2015
16:53
Поделиться