Выльăх-чĕрлĕх продукци хушать
Пирĕн республикăн ял хуçалăх индексĕ çулсерен лайăххисен шутĕнче. Районта та çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси çуллен хушăнса пырать.
Çакна кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне сĕтпе аш-пăш мĕн чухлĕ туса илни те уçăмлă кăтартса парать. Çапла январь-ноябрь уйăхĕсенче районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем пурĕ пĕрле 9420,2 тонна е умĕнхи çулхи çав тапхăртинчен 800,2 тонна ытларах паха сĕт туса илнĕ. Ỹсĕм - 9,3 процент. Анчах сахал-и ку е нумай-и? Çавăнпа, тĕслĕх вырăнне, "Красная Чувашия" тата "Можарский" ялхуçалăх кооперативĕсене илĕпĕр. Вĕсем кăçалхи 11 уйăхра пĕрле çавăн чухлĕне яхăн продукци туса илнĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем кăна 6446,8 тонна сĕт туса илнĕ. Хресчен фермер хуçалăхĕсем - çакăн çуррине çывăх. Чи ỹсĕмлĕ ĕçленĕ коллективсен шутне пирваях "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăна, С.Илларионов, В.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕсене, "Чутеевский" тата ытти хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсене кĕртме пулать. "Акконд-агро фирма" ХАО хăех 11 уйăхра пĕтĕмĕшле сăвăма 3814,6 тоннăна çитернĕ е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 476,9 тонна продукци хушăннă. Хальхи вăхăтра та сăвăм лайăх асăннă предприятире: талăкра вăтамран çирĕмпĕршер килограмм яхăн сĕт антараççĕ кунти ĕнесем. Çирĕп апат никĕсĕ туса хуни, голштино-фриз йăхăн ăрат пахалăхĕшĕн, выльăхсен продуктивлăхĕшĕн тăрăшни ырă результатсем парать. Комплексра выльăхсен йышĕ 1499 пуçа çитнĕ, çав шутра сăвакан ĕнесем - 697 пуç. Ĕнесен кĕтĕвĕ кăçал 9 процента яхăн пысăкланнă, ку вăл хăех тепĕр 57 ĕне. Кĕтỹ çуллен йыш хушса, çамрăк выльăхсемпе тĕрекленсе пырать. Çакнах маларах асăннă тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем пирки те калама пулать. Тĕслĕхрен, "Дружба" хуçалăх тыр-пул туса илессипе те, сĕт сăвассипе те ăнăçлă ĕçлесе пырать. Кăçал кĕршесем пĕтĕмĕшле сĕт туса илессине 21 процент ытла ỹстернĕ, 100,1 тонна хушăннă пĕлтĕрхинчен. Çакна, тĕпрен илсен, выльăхсен продуктивлăхне хăпартса пынă никĕс çинче туса илнĕ. Пурĕ 126 сăвакан ĕне "Дружбăн", кăçалхи вунпĕр уйăхра кашни 794 килограмм ытларах сĕт панă иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен. Ку вăл - ферма ĕçченĕсен çитĕнĕвĕ те, утă-улăмпа сĕтеклĕ апатсем çителĕклĕ хатĕрлесе хунин кăтартăвĕ те. Кĕршесем хĕл валли 643 тонна утă, 1170 тонна сенаж тата 130 тонна кукуруза силосĕ хатĕрленĕ кăçал. Складсенче фуражлăх тырă упранать, татăк тăмаççĕ выльăхсем концентратлă апатсенчен. Çапла вара тимлĕх, условисем пур çĕрте выльăх-чĕрлĕх отраслĕ вăй илсе пырать, продукци те хушăнать.
И.ГЛАДКОВ.