Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чăрăш касма ан васка

Чăрăш касма ан васка

Çĕнĕ çулăн тĕп илемĕ, паллах, симĕс чăрăш. Пирĕн тăрăхра юлашки вăхăтра чăрăшсене йышлă лартаççĕ: вĕсем çулсене юр тултарасран хỹтĕлеççĕ, çырма-çатрасемпе сăртлă вырăнсене эрозирен сыхлаççĕ, таврана илем кỹреççĕ. Вĕсен лаптăкĕсем вăрмансенче те хушăнса пыраççĕ. Яланах сип-симĕс чăрăшсем çынсене савăнтараççĕ, хăйсем пек чĕрĕ те патвар пулма хавхалантараççĕ. Çакăнпа пĕрлех Çĕнĕ çул çывхарнă май асăннă илеме тĕлсĕр те саккунсăр касса унпа харпăр хăй килĕсенче, ытти çĕрте усă курас текенсем те сахалăн мар. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çĕнĕ çул уявне кашниех симĕс чăрăшпа кĕтсе илме тăрăшать. Анчах кашни çемье юраман вырăнсенче пĕрер чăрăш кассан çут çанталăка епле пысăк инкек кỹме пултарас пирки шухăшласа пăхнă-и эсир? Тавралăха ĕнер кăна илем кỹрсе тата хỹтĕлесе ларнă чăрăша ирĕк памасăр тата тĕлли-паллисĕр кассан çав тăрăхăн сăн-сăпачĕ те улшăнать, начарланать. Çитменнине, вăрман сыхлавçисем тата йĕрке хуралçисем ирĕк илмесĕр чăрăш каснă çынна тытсан саккунпа килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ. Çакнашкал аван мар лару-тăрăва лекекенĕн уяв савăнăçĕпе çутă ĕмĕчĕсем те сĕвĕрĕлме пултараççĕ.

Чĕрĕ чăрăшсене вара суту-илỹ организацийĕсенче, пасарсенче е аукциона хутшăнса вĕсене касса сутма ирĕк илнĕ çынсем урлă саккунлă майпах туянма пулать. Чăрăшсене çак тĕллевпе ятарласа лартса ỹстернĕ е сайралатмалли вырăнсенче касса хатĕрлеççĕ. Пỹлĕме лартнă чĕрĕ чăрăшăн "ĕмĕрĕ" кĕске пулнине те шута илсен, Çĕнĕ çул уявĕ ирттерме искусствăлла чăрăш туянса кил-çурта капăрлатнине нимĕн те çитмĕ. Унпа çулсеренех пĕр чăрмавсăр усă курма май килĕ.

И.ФЕДОРОВ, ЧР вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.



"Ял ĕçченĕ"
25 декабря 2015
09:25
Поделиться