Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пиротехникăпа асăрханăр

Пиротехникăпа асăрханăр

Çĕнĕ çул уявĕсене пурин те асра юлмалла, илемлĕ те капăр ирттерес килет. Фейерверксене, петардăсене тата ытти пиротехника изделийĕсене халĕ çăмăллăнах туянма пулать. Анчах пиротехникăпа усă курнă чухне асăрханулăх кирлĕ. Статистика Çĕнĕ çул уявĕнче тата ун хыççăнхи каникул кунĕсенче фейерверксене, петардăсене тата ракетăсене пула суранланасси тата пиçсе каясси ỹснине кăтартса парать. Асăннă кунсенче наркăмăшланасси, шăнса пăсăласси, куçа шампански пăккипе амантасси тата ытти те тăтăшрах тĕл пулать. Иртнĕ çулхи Çĕнĕ çул каçĕнче республикăри медицина учрежденийĕсене пиротехника изделийĕсене пула инкек тỹснĕ 21 çынна илсе пынă, вĕсенчен 6-шĕ - ачасем. Виçĕ эрне хушшинче вара пиротехникăна пула Чăваш Енре 42 çын инкек курнă, вĕсенчен çурри - ачасем. Специалистсем çакна хăрушсăрлăх техникине пăхăнманнипе ăнлантарса параççĕ.

"Салютсем" илемлĕ кăна мар, хăрушă та. Çавăнпа фейерверксемпе петардăсене пиротехника сутма ирĕк илнĕ лавккасенче кăна туянмалла, тавара илнĕ чухне ăна хăçан кăларнине, унăн усă курмалли срокне, упаковкине пăхмалла, пиротехника хатĕрĕсемпе усă куриччен малтан инструкципе паллашмалла, ăна пăхăнмалла. Салют ямалли, вĕçтермелли вырăна тĕрĕс суйласа илмелле. Вăл тỹрĕ çĕрте тата йывăçсем, электричество пралукĕсем, ытти чăрмавсем çук вырăнта пулни кирлĕ. Пушар хăрушлăхĕ патне çитермелле мар. Çил хăвăртлăхĕ пысăк чухне пиротехникăпа усă курма хушмаççĕ. Фейерверка куракансем еннелле тытмалла мар тата ăна çирĕп вырнаçтармалла. Салютсене нимĕнле майпа та алăран кăларса яма юрамасть. Шампански пăккипе те аманма, куçсăр тăрса юлма пулать. Çавăнпа та шампански кĕленчине алăра кăштах айккинелле тайăлтарса тытмалла, кĕленче çăварне çынсем, электролампа е çуртасем еннелле тытма юрамасть. Кĕленчене уçас умĕн силлеме кирлĕ мар.

В.МИХАЙЛОВ, районти надзор ĕç пайĕн начальникĕ.



"Ял ĕçченĕ"
25 декабря 2015
09:35
Поделиться