Чăваш Енрех канар-и?
Чăваш Ен Культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çул уявĕсене халалласа кăçал Чăваш Республикин тĕп хулинче пурăнакансемпе хăнасем валли тĕлĕнмелле пысăк проектсем хатĕрленĕ. Вĕсем пирки Çĕнĕ çулхи "Время отдыхать в Чувашии" порталта (www.новыйгод21.рф) паллашма пулать.
Республикăри районсенче Çĕнĕ 2016 çула епле уявласси çинче уйрăммăн чарăнса тăмалла. Кăçал тĕп хула çыннисемпе хăнасен çĕнĕ çул каникулĕн кунĕсенче республикăри хуласемпе тата районсемпе тĕплĕнрех паллашма майсем пур. Асăннă проектăн ячĕ "Сказка одного района". Унта Çĕнĕ Шупашкар хули тата Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ, Шупашкар, Етĕрне районĕсем хутшăнаççĕ.
Çак проектпа килĕшỹллĕн кашниех асăннă районсенчен пĕрне е пур района та çитсе курма пултарать. Ятарлă маршрут флаерĕ çине пичет лартса паллă тăвĕç. Кам 5 района та çитсе курать тата Шупашкарти асамлăхăн Çĕнĕ çул академийĕнче те пулать, ятарлă карта çинче пур пичете те пухать, вăл 2016 çул валли абонемент карттине тивĕçет. Çапла вара кун пеккисем Лакрей паркне, "Шупашкар-Арена" Пăр керменне тата Шупашкар хулинчи театрсене çулталăкĕпех тỹлевсĕр çỹреме пултараççĕ.
Ятарлă карттăна районсенче çакăнта илме пулать:
-Шупашкар районĕнчи вĕренỹ тата культура учрежденийĕсенче;
-Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенче, районти Культура тата туризм çуртĕнче;
-Çĕнĕ Шупашкар хулинчи вĕренỹ тата культура учрежденийĕсенче;
-Етĕрне районĕнчи художествăпа таврапĕлỹ музейĕнче, "Сурские зори" турист базинче, СССР халăх артисчĕн Н.Д.Мордвиновăн музей-çуртĕнче, Етĕрне районĕн Культура çуртĕнче, Хĕл Мучин Етĕрне районĕнчи Тури Ачакри резиденцийĕнче;
-Çĕрпỹ районĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенче тата Хĕл Мучи резиденцийĕнче (Павел Иванов урамĕ, 1 а çурт);
-"Время отдыхать в Чувашии" порталта №www. новыйгод21.рф№.
Январĕн 3-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕ йыхравлать. Кунти музейре купцапа мещен тата хресчен йăли-йĕркипе паллашма май пулĕ. Вăрман Пилемĕч ялĕнчи Татьяна Ефремова "халăхăн ал ĕçне аталантарассин пултарулăх мастерскойĕнче" çунтарнă тăмран хатĕрленĕ сувенира илемлетессипе маçтăр-класс ирттерĕ. Нарат Чакки ялĕнчи Даньковсем наци блюдисене хатĕрлессин ăсталăхне алла илме пулăшĕç. СССР космонавт-летчикĕн А.Г.Николаевăн Шуршăлти мемориал комплексĕнче çут тĕнче вăрттăнлăхĕсемпе паллашма май пулĕ.
Январĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне районне çитме ан манăр. "Сурские зори" турист базинче лаша кỹлнĕ çунапа, çунашкапа, снегокатпа, пăр çинче ярăнма пултаратăр. Мунча кĕме кăмăллакансене "Усадьба" хăна çурчĕ йыхравлать. Кам сунара каясшăн, пулă тытасшăн, кайран вара саунăра ăшăнма кăмăл тăвать -Сăр çинчи Етĕрне фортне çул тытĕç. Кунпа пĕрлех Етĕрне районĕнчи художествăпа таврапĕлỹ музейне, СССР халăх артисчĕн Н.Д.Мордвиновăн музей-çуртне пырса курма чĕнеççĕ. Етĕрне районĕнчи культура çуртĕнче Çĕнĕ çулхи "Старая сказка на новый лад" программăпа паллашма май пулĕ. Хĕл Мучин Тури Ачакри резиденцийĕнче "Зимние крестьянские забавы" уяв программипе паллаштарĕç.
Январĕн 5-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Станъял ялĕнчи этнокомплексра хăнасем йытă кỹлнĕ çунасемпе ярăнма пултарĕç, вĕрен хулинче квест-вăйăра вăй виçĕç, çунасемпе ăмăртĕç. Ăстасен "Новогодняя горница" ярмăрккинче тутлă наци апат-çимĕçне астивме май пулĕ, халăх теттисемпе, сувенирсемпе, çĕнĕ çул атрибутикипе паллаштарĕç. Пултарулăх ушкăнĕсем хавас кăмăл-туйăм парнелĕç. "Бичурин и современость" музейра "Рождественская игрушка" ятпа, китай чĕлхипе маçтăр-классем йĕркелĕç. "Непокорный монах" документлă фильм кăтартĕç.
Январĕн 6-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче каникул кунĕсенчи "спорт" кунĕ пулĕ. Тĕп мероприятисем Çĕнĕ Шупашкар хулинче лаша спорт шкулĕнче, Ельниковская ращара, тĕп стадионта тата 3-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче иртĕç. Хăнасене костюмсен "Новогодний кубок" шоу-конкурсĕ кĕтет, лашапа, тройкăпа, понипе ярăнтараççĕ. Скандинави мелĕпе утассипе хĕллехи çулленхи чемпионат иртет, хоккей енĕпе маçтăр-класс пулать, пĕтĕм çемьепе пĕрле ярăнма май пулĕ т.ыт.те. Кунсăр пуçне Çĕнĕ Шупашкарта пуçласа кĕре-шỹçĕ-профессионалсен тĕнчери хĕллехи пĕрремĕш чемпионсен кубокĕ иртет. "Химик" Культура керменĕнче те уяв программи анлă та нумай енлĕ пулĕ.
Январĕн 7-мĕшĕнче Çĕрпỹ районĕнчи хĕрарăмсен Турă Амăшĕн Тихвински мăнастирĕнче Сурхури кĕллисем иртĕç. "Зима в Простоквашино" мультфильмри юратнă геройсемпе хулан тĕп лапамĕнче сăн ỹкерĕнме май пулĕ. Кунтах "Пришла коляда - отворяй ворота" Сурхури уявне ирттереççĕ. Спорта кăмăллакансем валли ачасемпе çамрăксен "Асамат" спорт шкулĕнче пăр çинче хоккейла выляссипе ача-пăча командисем хушшинче финал ăмăртăвĕ иртет. Çав кунах Çĕрпỹ районĕн кубокне çĕнсе илессишĕн мотокросс енĕпе регионсем хушшинчи ăмăрту та пулать.
Пĕр сăмахпа каласан, вăхăта усăллă ирттерме, хавас кăмăл-туйăм пухма чикĕ леш енне кайма кирлĕ мар, çавна валли хамăрăн Чăваш Енрех пур май та туса панă. Раççейре канма вăхăт! Чăваш Енре канма вăхăт!