Чăрăш, пурăн!
Çĕнĕ çула чĕрĕ чăрăшпа кĕтсе илме тăрăшаççĕ. Анчах кĕске вăхăтшăнах чăрăш касма кирлех-ши( Çавна май, кашни çулах нумай лăсăллă йывăç асап курать, чылай чĕр чун килсĕр тăрса юлать.
Çак кунсенче Элпуçĕнчи шкулта лăсăллă йывăçсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе "Чăрăш, пурăн!" акци иртрĕ. Çак мероприятие биологипе хими вĕрентекен Т.А.Кузнецова, пуçламăш классен учителĕ С.Ф.Константинова, шкул библиотекарĕ Е.Н.Борисова йĕркелерĕç.
Пуçламăш класри ачасем хĕллехи вăрман пурнăçĕпе экскурсие кайса паллашрĕç. Шкулти библиотекăра "Пĕтĕм çĕрте симĕс чăрăш ешертĕр" выставка ĕçлерĕ. Вĕрентекенсем кашни класрах Хĕл Мучи мĕншĕн пăшăрханни çинчен калаçрĕç. Ачасем альтернативлă чăрăшсем ăсталарĕç те вĕсенчен "вăйă карти" йĕркелерĕç. Канфетсенчен, çутă хутсенчен, тĕкрен, тĕрлĕ тĕслĕ лентăсенчен, шăрçасенчен тунă чăрăшсем куракансене тыткăнларĕç.
Шкулти агитбригада членĕсем лăсăллă йывăçсем çут çанталăкра кирли çинчен каласа пачĕç, таврари чăрăшсене упраса хăварма чĕнчĕç. Кашни класрах "Çĕнĕ çула мĕнле чăрăш суйлатăн(" ыйтăм иртрĕ. Ачасем килĕсенче уяв тĕлне лавккаран илнĕ чăрăшсем лартни çинчен пĕлтерчĕç.
Çакăн пек акцисем ачасене тăван тавралăха юратма, çут çанталăк пуянлăхне упрама вĕрентеççĕ.
С.КОНСТАНТИНОВА, Т.КУЗНЕЦОВА. Элпуç шкулĕ.