Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Грипп ерсен, мĕн тумалла-ха?

Грипп ерсен, мĕн тумалла-ха?

Кĕркуннепе хĕлле, çанталăк сивĕтнĕ май, тĕрлĕ вируслă чирсем ашкăнма пуçлаççĕ. Ытларах мĕнле вирус чирĕ тĕл пулать-ха пирĕн республикăра?

Кашни çулах, уйрăмах çак вăхăтсенче, грипп канăç памасть. Грипп чирне виçĕ тĕрлĕ вирус - А, В, С пуçласа яраççĕ.

Грипп ытларах А вирус ернипе пуçланать, иккĕмĕш вырăнта - В вирус. С вирус вара ытларах çăмăл формăллă чирĕн сăлтавĕ.

А вирус питĕ улшăнма пултарать, çавăнпа та çынсен çулсеренех грипăн çĕнелнĕ вирусĕсемпе кĕрешме тивет. Унсăр пуçне, çав вируссем пысăк градуслă сивĕре те пĕтмеççĕ, çавăнпа чир эпидемийĕ анлă сарăлать.

Юлашки виçĕ эрнере пирĕн республикăра 5561 çын гриппа тата респираторлă чирсемпе чирленĕ, вĕсенчен 63 процент - 14 çула çитмен ачасем. Чирлекенсем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче ытларах.

Чирлекенсен хушшинче А вирус, парагрипп, аденовирус тупса палăртнă. Грипа пуçласа яракан А вируса тепĕр майлă - Н1N1 е сысна вирусĕ тесе калаççĕ. Çак грипп уйрăмах йывăр чирсене куçнипе хăрушă. Ытларах ачасемпе ватă çынсене, чĕрепе ỹпкен вăрах чирĕ пуррисене вăйлах сиенлеме пултарать.

Çавăнпа пурин те хỹтлĕх мелĕсене тимлĕн пăхăнмалла, вирус ерсен, тухтăра чĕнмелле.

Ăçтан ерет-ха çак чир?

Грипп чирлĕ çынран тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен куçать. Вĕсем ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне грипп вирусĕллĕ сурчăк 2 метртан пуçласа 10 метр таранах саланать. Çавăнпа ỹсĕрнĕ-сунасланă чухне çăвара сăмса тутрипе е салфеткăпа хупламалла. Организма вирус лекнĕренпе чирĕн малтанхи паллисемччен 12-48 сехет иртет.

Сăмах май каласан, грипп таса мар алă урлă та ерет. Çавăнпа хăвăр чирлесен те, килте гриплă çын пулсан тата урамран киле килсен алла тăтăшрах çумалла.

Грипп чирĕ мĕнле пуçланать тата мĕнле палăрать?

Вăл кĕтмен çĕртен пуçланать: ỹт-пỹ температури 39-40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа сăмса питĕрĕнет, пыр ыратма тытăнать, ỹсĕрнĕ чухне уйрăмах ыратать. Грипп йывăрланман чухне, температура 3-4 кунран чакать. Вăйсăрлăх, ывăнни вара час иртмеççĕ.

Грипа ура çинчех ирттерекенсен е йывăр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, миокардита, отита, гайморита, тата ытти чире те куçма пултарать. Ача кĕтекен хĕрарăмсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, гриппа чирленĕ хыççăн гинеколог патне каймалла, пулас ачан сывлăхне тĕрĕслеттермелле.

Грипп чирĕ çакланчех пулсан мĕн тумалла-ха?

Енчен те чир çакланчех пулсан, тухтăр сĕннине çирĕп пăхăнса сипленмелле. Чир хĕрсе çитнĕ вăхăтра, вăй пĕтсен, шăнтсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шĕвек нумай ĕçмелле, сĕткен, морс, чей лайăх. Шур çырлинчен, хăмла çырлинчен, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ шĕвексем питĕ усăллă. Температура пысăк чухне тухтăр çырса панă эмелсене ĕçмелле.

Грипп ерсен мĕн тума юрамасть-ха?

Килтен ан тухăр! Мĕншĕн тесен чир пуçламăшĕ кĕтменлĕхсемпе паллă: килтен 37 градуспа тухсан та тепĕртакран вăл 40 градуса çити хăвăрт хăпарса кайма пултарать.

Антибиотик ĕçме ан васкăр! Грипп вирусĕсем антибиотиксене туйăмсăр. Унсăр пуçне вĕсем организма хỹтĕлекен усăллă микробсене вĕлереççĕ. Грипран антибиотиксем ĕçсен, дисбактериоз пуçланма пултарать. Кайран вара унран нумай вăхăт хушши сипленме лекет.

38,5 градусран пĕчĕкрех температурăна чакарма ан васкăр! Пысăк температура - вируссемпе кĕрешекен организмăн хỹтлĕх реакцийĕ.

Температура хăпарсан, ăшă процедурăсем - ванна, горчичник, грелка, ăшă чĕркени, банка, вĕри мунча - юрамаççĕ. Çакна пула тата ытларах вĕрилентерме пултарать, чир шала каять.

Ĕçе ан васкăр! Чире, ура çинче ирттерекенсен ытларах, грипп йывăрланса урăх йывăр чирсене куçма пултарать.

Сывă çынсен грипран мĕнле сыхланмалла-ха?

Пĕрремĕш вăл, паллах, прививка туса. Анчах та прививкăна вăхăтра тумалла. Ăна чир алхаснă вăхăтра тунин усси çук. Кашни çулах кĕркунне грипран прививка тума пуçлаççĕ. Вăхăтра прививка тутарнисем вара нумайăшĕ чирлемеççĕ е чирлесен те чире çăмăллăн ирттерсе яраççĕ.

Прививка уйрăмах çак çынсене кирлĕ: 60 çултан каçнисене, шкул ачисене, час-часах чирлекенсене, медицинăпа вĕренỹ ĕçченĕсене, транспорт, суту-илỹ, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕçре тăрăшакансене тата ыттисене те.

Прививкăсăр пуçне чир пуçланиччен е алхаснă самантра аскорбинка кислотипе поливитаминсем, иммунитета ỹстерекен препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле. Ку вăл - лимон, мандарин, гранат, апельсин, чĕрĕ купăста салачĕ.

Суханпа ыхра пирки вара каламалла та мар. Вĕсем мĕн авалтанпах пĕрремĕш вырăнта. Пỹлĕмри вируссене пĕтерме вĕсене вакласа, савăт çинче тытмалла. Кашни кун ыхран пĕр шăлне çимелле.

Таса уçă сывлăшпа сывлама тăрăшмалла. Кил-çурта, пỹлĕме час-часах уçăлтармалла. Витĕр çил лекесрен асăрханмалла. Паркра, вăрманта уçăлса çỹрени, утни - ỹпкесене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирĕплетме пулăшать.

Респираторлă чирсем сарăлнă тапхăрта халăх нумай пулакан вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла. Урама тухиччен кашни кунах сăмсана оксолин маçĕпе сĕрсен аван. Чирлесен вара бюллетень илмеллех, тухтăр сĕнĕвĕсене асра тытса тимлĕн сипленмелле.

Е.ЕГОРОВА, республикăн профилактика, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ.



"Ял ĕçченĕ"
05 февраля 2016
13:10
Поделиться