Чăваш Енри паллă художник
Çак кунсенче РСФСР искусствисен тава ти-вĕçлĕ деятелĕ, Чăваш АССР халăх художникĕ Никита Кузьмич Сверчков çуралнăранпа 125 çул çитрĕ.
Вăл 1891 çулта Енĕш Нăрвашри хресчен çемйинче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, 1906 çулта Хусанти художество шкулĕнче пĕлỹ пухма пуçланă, унтан Петроградри художество Академийĕ çумĕнчи Аслă художество шкулĕнче вĕреннĕ.
1918 çулта Никита Кузьмич Чăваш Ене таврăнать. Ачасене ỹкерме хăнăхтарать, "Капкăн" журнал художникĕнче те ĕçлет. 1940-1951 çулсенче художество училищин преподавателĕнче, кайран директорта ĕçлет. Хăйĕн пурнăçĕнче вăл 900 ытла ỹкерчĕк тунă. 90 çул тултарнă çул художник Чăваш Республикине 600 ỹкерчĕк парнеленĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ Чăваш наци музейĕнче, тăван ялĕнчи Енĕш Нăрвашри халăх музейĕнче пур.
Никита Кузьмичăн икĕ ĕçĕ - "Хурăнлăхри раща" тата "Л.И.Щадрина портречĕ" ятлисем Тăвайри халăх музейĕнче упранаççĕ.
Пирĕн музейре çак кунсенче "Чăваш Енри халăх художникĕ" курав йĕркеленĕ. Унта хаçатсенче тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ статьясемпе, Н.К.Сверчков çинчен калакан кĕнекесемпе паллашма пулать.
С.СЕРГЕЕВА, Тăвайри краеведени халăх музейĕ.