Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Районăн энциклопеди пулмаллах

Районăн энциклопеди пулмаллах

Районти тĕп библиотекăра краеведсен тĕлпулăвĕ иртрĕ. Кунта район кун-çулĕпе историне тĕпчесе кăсăкланакансем пухăнчĕç. Шупашкартан Чăваш краеведсен пĕрлĕхĕнчен (Союз чувашских краеведов) унăн хисеплĕ ертỹçи В.П.Станьял, С.Л.Сорокин, пирĕн ентеш Э.С.Ушаков килсе çитрĕç.

Малтанах хăнасем юлашки вăхăтра район çинчен пичетленсе тухнă кĕнекесен куравĕпе паллашрĕç. Унтан Виталий Петрович Станьял Тăвай районĕн энциклопедине кăларас ыйтупа интересленчĕ. 2020 çулта Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитет. Çак паллă дата тĕлне кашни районăн хăйĕн энциклопедийĕ пулмалла. Вăл каланă тăрăх, Тăвай районĕнче энциклопеди кăларма хатĕр материал чылай. Вĕсене пĕр пысăк кĕнекене пухмалла.

Тăвай ен çинчен пичетленсе тухнă тата халь пичете хатĕрленĕ кĕнекесем те сахал мар. Акă, Эдуард Ушаков Тăвай районĕнчи ялсем çинчен çырса кăтартнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Вăл Тăвай ен историне лайăх пĕлет, нумай ĕçлет, архивсенче пулать. Эдуард Сергеевич - Чăваш писателĕсен союзĕн тата чăваш халăх академийĕн членĕ. Ял историне тĕпчеме ăна Тăрмăш шкулĕнче истори вĕрентекен В.Г.Сидоров та нумай пулăшать. Вăл сыхланса юлнă паха информацисемпе, сăн ỹкерчĕксемпе паллаштарать. Çапла пĕрле канашламалли, сỹтсе явмалли сахал мар тăван тăрăх кун-çулĕпе кăсăкланакансен.

Енĕш Нăрвашри музей директорĕ В.В.Петров тăван ялĕ çинчен чăвашла та, вырăсла та кĕнекесем кăларнă. Тинтерех çеç кун çути курнă "Книга памяти" (Яншиховцы в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г.)" кĕнеке ял çыннисемшĕн хаклă парне пулчĕ.

Николай Михайлович Яклашкин çырса хăварнă ялсен историйĕпе çыхăннă "Чутейпе Çĕнĕ Ишпуç" кĕнеки, "Тăвай енĕн сумлă çыннисем" ятлă 3 томлă кăларăмĕ район çыннисемшĕн кăна мар, ун тулашĕнче пурăнакан ентешсемшĕн те вуласа пĕлме интереслĕ.

2015 çулта Аслă Аттелĕх вăрçи чарăннăранпа 70 çул тултарнă тĕле "Они сражались за Родину. Янтиковский район Чувашской Республики" кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Тăвай районĕнчи уйрăм краеведсем те хăйсен тỹпине хыврĕç çак пархатарлă ĕçе.

Республикăран килнĕ сумлă хăнасем ял уявĕсем ирттермелли уйрăм вырăнсем тăвасси çинчен ыйту хускатрĕç. Унтан тата пирĕн районти ялсем витĕр чавнă хỹтĕлев чиккисенче "Здесь проходил Сурский оборонительный рубеж" тесе палăксем, тĕрĕсрех каласан, юпасем лартасси çинчен те калаçрĕç.

Тăвайри краеведсен ертỹçи В.А.Александров район историйĕ çинчен çырнă тĕплĕ те кăсăклă ĕçĕсемшĕн таврапĕлỹçĕсене тав турĕ, малашне те пĕрле тачă çыхăнса ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Унтан хăнасем краеведени музейĕнче пулчĕç.

Л.ДАНИЛОВА, библиотекарь.

Сăн ỹкерчĕкре: В.П.Станьял (сулахайран иккĕмĕшĕ) районти краеведсемпе.



"Ял ĕçченĕ"
25 февраля 2016
09:18
Поделиться