Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пушар хуралĕн музейĕнче

Пушар хуралĕн музейĕнче

Вăрă кил-çурта кĕрет те, пур япалана та илсе тухса каяймасть. Пушар вара хăйĕн хыççăн нимĕн те хăвармасть. Вут-кăвар хăрушлăхĕ пирки чылай калаçатпăр та, хаçат-журналсенче çыратпăр та.

Анчах пĕрех пушар шучĕ чакмасть, ỹссех пырать. "Хĕрлĕ автан" çуртра еплерех ашкăннине е çав хăрушлăхран çынсем епле пăрăнса юлассишĕн чупкаланине хăв курсан, пĕчĕк шăрпăк çулăмĕ еплерех пĕçертнине туйсан вара эпир пурте шухăшлама, пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнса пурăнма тăрăшатпăр пулĕ ĕнтĕ.

Тăрмăшри вăтам шкул коллективĕ те ку енĕпе чылай ĕçлет. Вут-кăвар тухасси чакса пытăр тесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр.

Оборонăпа массăллă ĕç уйăхлăхĕнче акă, эпир, Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем, Шупашкарти пушар хăрушсăрлăх хуралĕн музейне çитсе куртăмăр. Истори залĕнче Чăваш Енри асăннă службăн иртнĕ çулĕсене куç умне кăлартăмăр. 1955 çулта тунă пушар машинипе паллашрăмăр. Шупашкарти 1773 çулхи пушар диорами вара пурне те тĕлĕнтерчĕ.

Профилактика ĕçĕсен залĕнче паян темиçе хутлă çуртсенчи тата çынсем нумай пухăннă объектсенчи вут-кăвара сỹнтермелли çĕнĕ оборудованисене куртăмăр. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Эльбарусово ялĕнчи вăтам шкул макечĕ пурне те шухăша ячĕ, унта темиçе çул каялла 100 ытла çын (ачасемпе вĕрентекенсем) çунса вилнине пурте асрах тытатпăр-çке. Музейри "Хваттер пушар пуличчен тата ун хыççăн" интереслĕ голограмма та пурин кăмăлне те кайрĕ.

Ксения Михайлова экскурсовода тав турăмăр эпир. Экскурсирен çĕк-ленỹллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр.

С.СЕМЕНОВА, С.ВАСИЛЬЕВА, вĕрентекенсем. Тăрмăш шкулĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Шупашкарти пушар хăрушсăрлăх хуралĕн музейĕнче.

 



"Ял ĕçченĕ"
26 февраля 2016
09:22
Поделиться