Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пирĕн район наркотиксенчен "тасисен" шутĕнче

Чăваш Енре çынсем наркоманипе чирлесси юлашки тăватă çулта федерацин Атăлçи округĕнчипе танлаштарсан та, Раççейри пĕтĕмĕшле вăтам шайран та пĕчĕкрех. Анчах çакăнпа самантлăха та лăпланса ларма юраманнине палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче наркотиксене хирĕç кĕрешекен комисси ларăвĕнче.

Чăваш Енĕн наркомани сарăласран сыхланмалли çумпрограмма пур. Унăн тĕп мероприятийĕсене пурнăçлама тата наркоманипе кĕрешме иртнĕ çул уйăрнă укçан пĕтĕмĕшле виçи 1 млн. тенкĕрен иртнĕ.

Сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова республикăра унччен йăлана кĕнĕ наркотиксемпе усă курасси палăрмаллах чакнине çирĕплетнĕ. Анчах "Спайс" йышши хутăшсем вăй илеççĕ _ шăпах вĕсенчен сыхланас енĕпе уйрăмах пысăк тимлĕх кирлине каланă министр. Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн ертỹçи Евгений Барсуков вара аптекăсенче минретекен хăш-пĕр эмеле сутасси вăйлах ỹсни çинчен сисĕмлетнĕ.

Сăмах май асăнсан, пирĕн район наркотиксенчен "таса" районсен шутне кĕрет. Унашкалли республикăра пурĕ 8 район. Пĕлтĕр вара ФСКН управленийĕ наркотик суту-илĕвĕпе çыхăннă уйрăмах йывăр 447 преступление тăрă шыв çине кăларнă. Наркомансен тĕп йышĕ - 18-30 çулсенчи çамрăксем. Наркотиксемпе усă куракансен 89,7 проценчĕ - арçынсем, 10,3 проценчĕ вара - хĕрарăмсем. Çамрăксене, çакăнпа пĕрлех ыттисене те, усал йăларан сыхланмашкăн влаçăн хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тума тăрăшмалла. Ятарлă службăпа общественноçăн та, медицина ĕçченĕсемпе ыттисен те ырă мар пулăмпа килĕшсе лармалла мар. Телее, социологи ыйтăмĕ респондентсен 95,3 проценчĕ "нимĕнле условире те наркотик тутанмăп" тесе хуравланă.

И.ПЕТРОВ.

 



"Ял ĕçченĕ"
22 марта 2016
11:33
Поделиться