Турнирта малти
Иртнĕ вырсарникун районти шахматистсен турнирĕ пулчĕ, сакăр шахматист хутшăнчĕ унта. Вăйă çивĕч кĕрешỹпе палăрчĕ. Чи маттурри, вăйлăраххи Александр Семенов пулчĕ, турнирта вăл çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Владислав Пастуховпа Юрий Арестов шахматистсем йышăнчĕç.
А.ШИШОВ, спорт мастерĕн кандидачĕ.
"Ял ĕçченĕ"