Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тирпей-илемшĕн

Çурхи чĕрĕлĕх пур çĕрте те курăнать. Чылай çуртсен умĕнче халех ĕнтĕ тасалăх хуçаланать, чечек-курăксем сăмсаланнă. Кĕрепле, шăпăр тытнă çынсем вĕткеленеççĕ унта та кунта, тирпейлĕхшĕн тăрăшаççĕ. Организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем харпăр хăй территорине тăтăшах пăхса-йĕркелесе тăраççĕ. Çỹп-çапăн - хăйĕн вырăнĕ, чечек-курăкăн, клумбăсен - хăйсен. Йывăçсем те уçăмланса, хитреленсех пыраççĕ - сăнама-курма кăна пĕлмелле. Кураксем йăвана çыпăçнă. Йăмрасемпе хурăнсем çинче çеç мар, чăрăшсем çинче те йышлă вĕсен йăвисем. Пĕр курак çемйи улмуççи çине те йăва çавăрнă.

Тăрисем кашни ирех тỹпене шăнкăравсем çакаççĕ, шăнкăрчсем çунат çапсах юрă шăрантараççĕ. Савăк-çке тăван тавралăх. Кĕçех путек-сурăх та, ĕнесем те çерем çине тухĕç. Тавралăх вара çĕр ăшăнса пынăçемĕн ешерсе çĕнелĕ кунран-кун. Уй-хир ĕçĕсем те пуç-ланĕç.

И.ИВАНОВ.



"Ял ĕçченĕ"
15 апреля 2016
11:57
Поделиться