Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Турă законĕсемпе пурăнасчĕ

Чăн тĕне тĕрĕс тытса тăракансемшĕн пысăк уяв - Мăнкун çывхарать. Аслă типĕн юлашки эрни пуçланчĕ, юлашки соборованисем иртрĕç. Турă юнне сыпас текенсем каçхи тата ирхи кĕлĕсене çỹреме тăрăшаççĕ.

Иккĕмĕш çул çине кайрĕ Чутей ялĕнче чиркỹ çĕнĕрен уçăлнăранпа. Ял халăхĕ кĕлле çỹреме майĕпен хăнăхсах пырать. Кỹршĕ ялсенчен те килеççĕ. Аслăран та аслă праçнике кăçал Леонид атте Чутейре ирттерме шантарать. Аслисемпе пĕрле çамрăксем те тăрăшсах типĕ тытаççĕ, правилăсем вулаççĕ. Акă иртнĕ вырсарнире Мария, Лиана, Ксения вĕренекенсем Турă юнне сыпрĕç. Ачасен кĕлли Турă патне хăвăртрах çитет.

Çавах та çамрăксем чиркĕве питĕ сахаллăн çỹрени мана пăшăрхантарать. Нумайăшĕ Турăран инçере тăрать, унăн заповечĕсене уяса пурăнмасть. Телевидени, планшетсемпе смартфонсем, тĕрлĕ шоусем çамрăксене илĕртеççĕ, çăмăл йăпанăç кỹреççĕ. Эпир вĕсене курса çылăха кĕретпĕр. Аслă типĕ вăхăтĕнче вара çыннăн чунпа та, ỹтпе те тасалма, усал илĕртмĕшсенчен хăтăлма тăрăшмалла. Çынсем ачаран Турă йĕркисене хăнăхса ỹссен, тĕнчере те, çĕршывра та йĕркелĕх, тăнăçлăх ытларах пулĕччĕ. Çылăхсем вара пирĕн кашни утăмра. Эпир ним маршăн пĕр-пĕринпе харкашатпăр, çынна "çиетпĕр", пĕр-пĕринчен каçару ыйтма пĕлместпĕр, чĕлхене ирĕке яратпăр, эрех-сăрапа иртĕхетпĕр тата ытти те. Турă пурне те курать, унăн судне тăрсассăн пирĕн пурин те тивĕçлĕ явап тытма тивĕ. Ĕлĕк-авал Содомпа Гоморра хулисем пулнă. Вĕсенче çынсем ĕненỹсĕр, йĕркесĕр, аскăнчăк ĕçсемпе пурăннă, Турра ĕненекенни те пĕр Лот çемйи кăна шутланнă. Çỹлти хăват вара тỹперен вут-çулăм ярса икĕ хулине те çунтарса кĕллентерет, Лот çемйи кăна хăтăлса юлать çав вут-çулăмран. Çав вырăнта тинĕс пулса тăнă. Унăн шывĕ çав тери тăварлă, унта нимле чĕрчун та пурăнаймасть. Çав хуласем пек пĕтмелле пулас марччĕ. Турра ĕненсе вăл хушнисене пурнăçласа пурăнасчĕ.

Çывхарса килекен Аслă уяв ячĕпе сире!

П.ПЕЧНИКОВ, Леонид аттене пулăшакан.



"Ял ĕçченĕ"
26 апреля 2016
13:11
Поделиться