ЖКХ ыйтăвĕсемпе - право сехечĕ
Районти тĕп библиотекăра Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн Пĕтĕм Раççейри "Раççей юрисчĕсен Ассоциацийĕ" общество организацийĕн консультаци пунктĕнче право сехечĕ иртнĕ. Унта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферипе çыхăннă саккунсемпе паллаштарнă, çынсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Мероприятие район прокурорне пулăшакан И.Жестянкин, "УК Янтиковская" общество директорĕ Ю.Ефимов, райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата ЖКХ ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Г.Иванов хутшăннă.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тỹлемелли виçе, çăмăллăхсем парасси, нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕтĕмĕшле пурлăха тытса тăрас йĕрке пирки ăнлантарнă. Çавăн пекех пухăннисене прокуратура ĕçĕнче çак ыйтупа çыхăннă тĕслĕхсем илсе кăтартнă.
А.АФАНАСЬЕВ, район прокурорĕн заместителĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ.