"Вилĕмсĕр полк" акцире
Мускав хулинче "Вилĕмсĕр полк" колоннăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Мускав мэрĕ Сергей Собянин ертсе пынă.
Раççей Президенчĕн аллинче ашшĕн - Владимир Спиридоновичăн сăн ỹкерчĕкĕ пулнă. Ашшĕне 1939 çулта çара илнĕ пулнă, Севастопольте шыв айĕн çỹрекен кимĕсен отрядĕнче службăра тăнă, унтан Егоров ячĕллĕ заводра мастерта ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан, броня пулсан та, хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Ăна НКВДн 28 çынран тăракан диверси отрядне янă, вĕсене çывăх тылра диверси акчĕсем туса ирттерме хутшăнтарнă. Унтан çапăçакан çара тата Ленинград блокадинчи "Невский пятачок" текен хĕрỹ вырăна ăсатнă. Унта Путин ашшĕ йывăр аманнă.
Акцие Мускавра 700 пин ытла çын хутшăннă, ыттисемпе пĕрле РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Ен полпречĕ Леонид Волков тата тĕп хулари чăвашсен ентешлĕхĕн представителĕсем те пулнă.
Хамăр инф.