Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Велосипедсемпе сыхă пулăр

Кашни кил хуçалăхрах велосипед пур. Ачасем велосипедсемпе ярăнма юратаççĕ, анчах час-часах вĕсене ăçта килнĕ унта пăрахса хăвараççĕ.

Çакăн пек тĕслĕхсем кашни çул тенĕ пекех пулаççĕ. Акă, тĕслĕхрен пĕр çулне Нăрваш ялĕнче Канаш хулинчен килнĕ 2 çамрăк ача музей çумне тăратса хăварнă хуçасăр велосипедсене асăрханă та "уралантарма" шут тытнă. Çак ачасене велосипедпа ларса тухса кайнине ялта пурăнакансем курса юлнă, вĕсен тимлĕхне пула çак преступление уçса пама, ачасене велосипечĕсене тавăрса пама тỹр килнĕ.

Нумай чухне вара велосипед вăрланă тĕслĕхсем уçăмсăр тăрса юлаççĕ. Акă, пĕлтĕр Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртăн подъездĕнчен те велосипеда илсе кайнă, анчах та кукăр алăллă çынна тупса палăртаймарăмăр.

Темиçе çул каялла кăмпа вăхăтĕнче вăрмана кайсан, пĕр ялта пурăнакан А. "тимĕр урхамахне" курăнмалла çĕрех тăратса хăварнă, хăй тухнă çĕре ăна çĕр çăтнă тейĕн.

Çавăнпа та хамăрăн пурлăха хамăрăнах сыхласчĕ, велосипедсене ятарлă сăнчăрлă çăрасемпе питĕрме тăрăшасчĕ.

В.ОБАСЬКИН,

полици уйрăмĕн пуçлăхĕ

 



"Ял ĕçченĕ"
20 мая 2016
10:06
Поделиться