Музейри акцире
Раççейри культура министерстви сĕннипе иртнĕ уйăхра "Музейри каç" акци йĕркеленĕ. Унта Тăвайри краеведени халăх музейĕ те активлăх кăтартнă. Курма килекенсем валли район центрĕнчи музей çинчен презентаци хатĕрленĕ, кивĕ фотоальбомсемпе фотоаппаратсен куравĕсем йĕркеленĕ. Кашни çынна "Музейри каç" тесе çырнă кăкăр çине çакмалли паллă тата "Тăвайри краеведени музейĕ çинчен каласа паракан кĕнеке" буклет панă.
Кăçал асăннă мероприятие пĕр экспонат историйĕ тăрăх хатĕрленĕ. "Фотокор фотоаппарат йĕрĕпе" çул çỹрев йĕркелерĕмĕр эпир. 1930 çулта туса кăларнă фотоаппарата 2004 çулта музее Антонина Егоровна Алексеева панă. Унăн ашшĕн, Егор Иванович Горбуновăн фотоаппарачĕ пулнă вăл. Уявра Антонина Егоровна ашшĕ тата хăй ĕçленĕ фотоаппаратсем пирки каласа кăтартнă пухăннисене. Вăл калаçнă вăхăтра экран кадрĕсем çемье сăн ỹкерчĕкĕсемпе паллаштарнă.
Пичет ĕçĕн ветеранĕ Иван Иванович Соловьев та тухса калаçнă уявра. Сергей Есенин сăвăç пурăннă хулана кайса килни, Мускавра илнĕ фотоаппарат пирки каласа кăтартнă вăл.
Юлашкинчен пурте пĕрле сăн ỹкерттернĕ, музейпе кивĕ фотоаппаратсен куравĕсене курнă. Тăвайри краеведени халăх музейĕнчи каç интереслĕ иртнĕ.
Кивĕ фотоальбомсен куравĕ июнĕн 20-мĕшĕчченех ĕçлет.
С.СЕРГЕЕВА, музей заведующийĕ.