Пысăк хастарлăхпа
Яков Дмитриевич - Самуиловсен чи кĕçĕнни. 1946 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Ураскасси ялĕнче çуралнă.
Хусанти В.И.Ульянов-Ленин ячĕпе хисепленекен патшалăх университетне, унтан аспирантура, каярахпа докторантура пĕтернĕ. Хими наукисен докторĕ 1990 çулччен университетра аслă наука сотрудникĕнче тăрăшнă. Пичетленсе тухнă наука ĕçĕсем 300 ытла. Вăл тĕпчекен ыйтусен тематики питех те анлă. Унччен "таса" наука уншăн тĕп вырăнта пулнă пулсан, халĕ производство интересĕсем мала тухса тăнă. Çакна шута илсех ăна Хусанти химипе технологи институтне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл эластолирсем хатĕрлес енĕпе йĕркеленĕ центр директорĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ.
Я.Д.Самуилов çамрăк ученăйсемпе тимлĕ ĕçлет. Вăл ертсе пынипе вĕсенчен чылайăшĕ наука кандидачĕн диссертацийĕсене хỹтĕленĕ. Ентеш-профессор "Бутлеровские чтения" журнал редакторĕ. Пысăк хастарлăхпа тăрăшать яваплă ĕçре. Журнал Хусанта тухса тăрать.
Н.СОКОЛОВА,
Л.ГРИГОРЬЕВА. Районти тĕп библиотека