Республикăна - хушма пулăшу
Чăваш Республики кăçал федераци центрĕпе ĕçлĕ çыхăнусене ăнăçлă йĕркелесе пырать. Çак шутах темиçе кун каялла Санкт-Петербургри экономика форумĕн картинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнине те кĕртме пулать.
Вĕсем хушшинче чылайранпа туслă çыхăну йĕркеленнĕ, кашни тĕлпулăвах Чăваш Ене усă кỹрет. Хальхинче те иккĕшĕн хушшинчи калаçусен кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикине федераци бюджетĕнчен бюджет шайлашăвне йĕркелеме дотацисем евĕр çур миллиард тенкĕ хушма укçа-тенкĕ уйăрса пама йышăннă. Çапла вара дотацин асăннă суммине шута илсе бюджета шайлашу кỹмелли пулăшусен калăпăшĕ кăçал 841 млн. тенкĕрен иртнĕ.
Чăваш Республики хăйне финанс политикине тĕплĕ шухăшласа пурнăçа кĕртсе пыракан регион пулнине кăтартса панă.