Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Республика кунĕ - Чăваш Енĕн тĕп наци уявĕ

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн пысăк праçникне - Республика кунне паллă турĕ. Çак кун уяв мероприятийĕсем республикăн пур хулисемпе ялĕсенче те иртнĕ. Республикăра Аслă Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата ют çĕршывсенчен килсе çитнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа ăшпиллĕн кĕтсе илнĕ.

Праçникĕн тĕп мероприятийĕсем Элĕк районĕнче иртнĕ. Ăна вĕсем хăйсен ырă ĕçĕсемпе тата çитĕнĕвĕсемпе çĕнсе илнĕ.

Кăçалхи уяв Элĕк районĕнчи Йăлкăшсен асĕнче чылайччен юлĕ: Чăваш Ен ертỹлĕхĕ Республика кунĕ ячĕпе вĕсене парнепе савăнтарнă - кунта фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çурчĕ çĕкленнĕ.

Республика ертỹлĕхĕ 4 çул каялла Чăваш çĕрĕнче çĕнĕ йышши 100 ФАП çĕклемешкĕн йышăннăччĕ. Палăртни ăнăçлă пурнăçланнă. Халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерес тĕллевпе сывлăх сыхлавĕн çакнашкал учрежденийĕсене 2017 çулччен тата 50 туса лартма йышăннă. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ шăпах Йăлкăш ялĕнче пурăнакансене савăнтарнă.

ФАП строительстви валли республика бюджетĕнчен 2 миллион тенке яхăн, район хыснинчен 300 пин тенкĕ уйăрнă. Ăна вăхăтра хута ямашкăн строительсемпе пĕрле ял çыннисем те тăрăшнă: субботниксем ирттерсе тавралăха тирпей-илем кĕртнĕ.

ФАП çуртне уçмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнапа килнĕ. Республика Пуçлăхĕ малтанах çынсемпе хутшăннă, вĕсен пурнăçĕпе интересленнĕ.

Модульлĕ ФАПа уçнине çирĕплетсе хĕрлĕ хăйăва Михаил Игнатьев, Элĕк районĕн пуçлăхĕ Владислав Волков тата Альбина Борисова заведующи каснă.

Ун хыççăн Республика Пуçлăхĕ Элĕкре Совет Союзĕн Геройĕ М.Ефимов ячĕллĕ лапамра йĕркеленĕ харпăр хăй техникин "ХХI ĕмĕрти Кулибин" тата ача-пăча пултарулăхĕн "Модельсен тĕнчи" конкурс фестивальне çитсе курнă. Тĕлĕнмелли, чуна тыткăнлаканни сахал мар пулнă кунта. Паянхи ăстасем Кулибинран кая маррине пурте туйса илнĕ. Элĕк те уява пухăннисене тыткăнланă. Ĕç çыннин çулталăкне халалласа районти 12 ял тăрăхĕн харпăр хăй этнохуçалăхĕн ăсталăхĕпе те хăнасем интересленсе паллашнă.

Республика кунне чаплăн уçнă май пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" партин Чăвашри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов саламланă, район экономикине аталантармашкăн сумлă тỹпе хывнă хастарсене Хисеп грамотисемпе чысланă, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсен сертификачĕ, хăйсен вăйĕпе çурт-йĕр çĕклекенсене социаллă тỹлев свидетельстви панă.

Унтан пысăк концерт пуçланнă.

Июнĕн 24-мĕшĕнчех Михаил Игнатьев Шупашкарти Пĕтĕм чăвашсен IV "Акатуй" программине савăнăçлăн уçнă çĕре хутшăннă.

Çитмĕлех те халăх, çич халăх...

Атте-анне ятне упраса,

Улăпсемĕр хыççăн утрăмăр,

Çитмĕл халăх витĕр тухрăмăр.

Ан пăрах çак халăха, Çăлаканăмăр!

Тăвансене хăна тума

Çăкăр-тăвар, тĕпел пур.

Тур калашле, сыпса пăхма,

Виçĕ алтăр сăра пур.

Чуна уçса калаçмалăх

Хаксăр хаклă тăванăм пур...

Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕринче - Акатуйра - калакан сăмахсем çаксем. Çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ăна ял çыннисем кăна мар - район, облаç, республика çыннисем те уявлаççĕ.

Акă хальхинче те Чăваш Республикин кунĕнче шĕкĕр Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне уявлама çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен - Мускавран, Чĕмпĕртен, Саратовран, Пермьрен, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Оренбургран, Пензăран, Самартан тата ытти тăрăхран та пуçтарăннă. Кунта çавăн пекех Эстони чăвашĕсем те пур.

Хĕрлĕ тỹремри тĕп сцена çинче - республикăри халăх пултарулăх коллективĕсем. Вĕсем уява "Çĕршыв илемĕ" юрăпа уçнă. Çĕр-çĕр çул каялла несĕлĕмĕрсене пĕр шухăш тĕллевпе çыхăнтарнă, чăваш халăхĕн гимнĕ пулса тăнă "Алран кайми аки-сухи" юрă шăраннă вăхăтра Акатуй ялавне илсе тухнă.

Уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн Раççей регионĕсенчен, çавăн пекех республикăри районсенчен килнĕ коллективсем Анне палăкĕ çывăхĕнчи тỹреме çул тытнă. Кунта та чылайччен янăранă чăваш юрри-кĕвви. Пирĕн Тăвай районĕн Тăрмăшри фольклор ушкăнĕн, Тăвай хорĕн ăстисем те хастар хутшăннă унта.

Хĕрлĕ тỹреме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" партин Чăвашри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ытти хăнасем çитнĕ. Вĕсем республикăри пултарулăх ушкăнĕсен "Нимене" театрализациленĕ композицине пăхса киленнĕ. Унтан сцена çине хăпарнă.

Михаил Игнатьев: "Акатуй - çĕр ĕçченĕсен, çĕрпе чунне парса ĕçлекенсен праçникĕ. Вăл ĕçченсене хисеплесе, çĕр ĕçлекенсене чапа кăларать, йăласен çыхăнулăхне, халăхсен пĕрлĕхне кăтартса парать. Пирĕн тăрăхра 128 наци тата сакăр халăх ушкăнĕсен представителĕсем пурăннине, вĕсем мирпе килĕшỹре, хăйсен пĕрлĕхĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕ - Чăваш Ен ырлăхĕшĕн вăй хунине, Чăваш халăхăн культури Раççей халăхĕн нумай енлĕ культурин хăйнеевĕр уйрăлми пайĕ пулса тăнине кăтартса панă. Йăлана кĕнĕ Пĕтĕм чăвашсен "Акатуйĕ" тĕрлĕ регионсенчи пултарулăх коллективĕсене, РФ субъекчĕсен этнокультура автономийĕн представителĕсене пухать, наци культурине пуянлатма пулăшать".

Яланах çапла пулнă: Акатуйра маттур çĕр ĕçченĕсене чысланă, хавхалантарнă. Кăçал та çак йăлана пăсман. Михаил Игнатьев малта пыракансене - "Фермер хуçалăхĕ - ăнăçлă ĕç вырăнĕ" конкурс çĕнтерỹçисене - чысланă. Вăл çавăн пекех 2016 çулта фермер ĕçне суйласа илнĕ чылай çынна пулăшу сертификачĕпе хавхалантарнă. Чысланă фермерсен шутĕнче - пирĕн районти Андрей Кузнецов фермер та.

Николай Малов та, Леонид Черкесов та, Николай Угаслов та халăха уявпа саламланă.

Шупашкар хулин Пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Хĕрлĕ тỹреме пухăннисене саламласа, шупашкарсен Чăваш Ен аталанăвне хывакан тỹпине палăртнă. Паян республика Раççейри тикĕссĕн аталанакан регионсем хушшинче аталанупа прогресс çулĕпе малашлăха шанчăклăн утнипе палăрса тăрать, тенĕ вăл.

Республика кунне пирĕн районтан та администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пыракан яваплă çынсен ушкăнĕ хутшăннă. Вĕсем Элĕк районне те çитнĕ. Шупашкарти "Раççей регионĕсем - çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем" IХ Шупашкар экономика форумĕнче те пулнă.



"Ял ĕçченĕ"
28 июня 2016
14:58
Поделиться