Тăвайсем Республикăн тĕп уявĕнче
Тăвай енрен те Республика кунне уявлама хастар хутшăннă. Республикăри халăх художество пултарулăх коллективĕсен смотрĕнче мала тухнисем гала-концертра хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарнă. Ăна уçма Тăвайри культура çуртĕнчи халăх хорĕпе Комсомольскисен ансамблĕ тивĕç пулнă. Çавăн пекех халăх хорĕ Наци библиотеки умĕнчи концерт площадкинче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.
"Тăрмăш" фольклор ушкăнĕ халăх пултарулăхĕн "Атăлçи çăлкуçĕсем" фестивалĕнче Хĕрлĕ площадьри тĕп сцена çинче чăвашсен туй йăли-йĕркипе паллаштарнă, "Салют" культура керменĕнче, Анне палăкĕ çывăхĕнчи тỹремре чăваш юрри-кĕввисемпе килентернĕ.
Икĕ коллективĕ те (ертỹçисем Р.Марковапа Е.Матросова) Пĕтĕм Раççейри фестивалĕн дипломĕсене тивĕçнĕ.
Чи лайăх ал ĕç ăстисем те район ят-сумне çĕкленĕ. Этнографи картишĕнче Лачкассинчи Венера Алексеевна Николаеван ĕçĕсене хăнасем тивĕçлипе хакланă. Вăл кунĕпех килекенсене бисерпа усă курса, тĕрлесе тунă картинисем пирки каласа панă. Çавăн пекех В.Николаева чăваш наци çи-пуçĕ те хатĕрлет. Этнографи картишне Мучарти, Çĕнĕ Пуянкассинчи, Тушкилти, Тăрмăшри, Лачкассинчи, Тăвайри культура ĕçченĕсем тăратнă Ĕç çыннин тата Кино çулталăкĕпе çыхăннă экспоначĕсем умĕнчен те çын татăлман. Республика кунĕнче "Аккондçăсен" тата Тăвай кооператорĕсен продукчĕсене те астивме пултарнă.
А.АЛЕКСЕЕВА.