Ялти ырлăх-пурлăхшăн
Киччĕри В.П.Гуринăн хуçалăхĕнче ĕçлекенсем хальхи вăхăтра нумай çул ỹсекен курăксем тата çаран курăкĕ çулса хĕл валли выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлес ĕçре юп кураççĕ. Асăннă хуçалăх "Дорстройăн" шутланнă чухне кунти ферма таврашĕнче ĕне выльăхсен чĕрне йĕрри пулаймарĕ. Халĕ вара кунта пушмаксем усраççĕ, вĕсене кĕтĕве илсе тухаççĕ.
Виталий Алексеев директор пĕлтернĕ тăрăх, кунти фермăра халĕ вĕсен 82 пуç. Вăкăршăн пулнисене вырăнтах пĕтĕлентернине те каларĕ. Чăн та, 200 пуçлăх витене "тăна" кĕртсе çитереймен-ха, тислĕк транспортерĕ, сумалли агрегат вырнаçтармалла тата ытти хăш-пĕр ĕçсем тумалла. Витене выльăхсемпе тултарас шухăшлă калаçаççĕ. Апла пулсан шыв башнине хута ярассипе те, витене комплектласа çитерессипе те тимлеме тивет. Ку енĕпе, паллах, ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Анчах пурте вăхăт, укçа-тенкĕ, вăй-хал ыйтать.
Утă çулса пресланă çĕрте Александр Афонин тăрăшулăхпа палăрса тăрать. Вăл хăйĕн тракторĕпех ĕçлет. Кун каçа 185 рулон таран тунине те калаççĕ. Вăл чутейсен уйĕнче те пресланă-çке-ха. Александр Николаевича аванах пĕлетĕп те, унăн хастарлăхĕнчен питĕ тĕлĕнетĕп эпĕ. Тĕрĕсрех, унпа мухтанатăп темелле пулĕ. Вăл нимĕне пăхмасăр татти-сыпписĕр ĕçлеме пултаракан харсăр. Хура пусса кирлĕ пек кăпкалатса хатĕрлесе, вăхăт çитсен кĕр тыррисене те вăлах акса хăварĕ тесе шутлатăп. Пур ĕçе те ĕлкĕрет вăл - кĕракипе çуракинче вăл çулленех тĕп çĕр ĕçлекен пулса тăрать. Халĕ, асăнтăмăр ĕнтĕ, вăл утçире тăрăшать. Киччĕсен уйра акса ỹстерекен курăксемсĕр пуçне Кĕтне тăрăхĕнче çарансем те талккăшпе. Совет самани вăхăтĕнче асăннă çарансене шăваракан "Волжанка" агрегатсем пăрăхсем тăрăх Кĕтнерен шыв илсе "çумăр" çутаратчĕç. Пулнă ун пек ырă вăхăтсем те.
-Ку эрнере пуçлаймасан, çитес эрнере те пулса выльăхсем валли сенаж хатĕрлеме тытăнасшăн, - тенĕччĕ директор. Халĕ ăна хывма пуçланă. Çакна валли, тĕрĕсех астăватăп пулсан, икĕ траншея пур киччĕсен. Технологие пăхăнса хывсан, ĕне выльăхшăн паха апат шутланать сенаж. Массăна Юрий Алексеев тракторпа таптаса пусăрăнтарать. Лаврентий Шерне курăка вĕтетсе тиет. Александр Карлов, Николай Иванов тата ыттисем турттараççĕ.
Чи кирли - ĕçлемелле те ĕçлемеле, пуçаруллă пулмалла, хастарлăха ỹстерсех пымалла.
И.ГЛАДКОВ.