Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чăвашсен халăх уявне - авалхи йăлапа

Чăвашсен халăх уявне - авалхи йăлапа

Чăваш писателĕсен союзĕн тата чăваш халăх академийĕн членĕ

Э.С.УШАКОВ (сулахайри) таврапĕлỹçĕ:

Республика кунне уявланă хыççăн Шупашкар районĕнчи Станъял ялĕ çумĕнче пĕтĕм чăвашсен халăх уявĕ "Çимĕк" пулса иртрĕ. Ăна республикăри Таврапĕлỹçĕсен союзĕ йĕркелерĕ.

Хăтлă вырăна пĕлтĕрех хатĕрленĕччĕ. Таврапĕлỹçĕсен ертỹçи Сорокин Сергей Лазаревич тăрăшнипе çĕр лаптăкĕ илнĕ. Йĕри-тавра карта тытса, кашни кĕтессине çỹллĕ башньăсем, хĕррипе Вăрман-Çĕктер ял тăрăхне кĕрекен ял çыннисем хăйсен вăйĕпе кил-картисем ăсталаса лартнă. Варринче пысăках мар çаврака шилĕк (сцена), умĕнче - куракансене лармалли саксем. Ăна Эдуард Бахмисов проекчĕпе пурнăçланă, укçа-тенкине Станъял çынни Сергей Сорокин хывнă.

Пирĕн республикăри районсен ушкăнĕсем çеç мар, Самар облаçĕнчен, Тутарстанран, Мускавран, Крымран, Эстонинчен тата ытти çĕртен килнĕ ушкăнсем хутшăнчĕç уява.

Таврапĕлỹçĕсен хисеплĕ ертỹçи В.П.Станьялпа Чăваш халăх ăсхакăлĕпе ỹнер академийĕн президенчĕ Е.Е.Ерагин авалхи йăлапа ваттисене асăнса, чỹк туса уява уçрĕç.

Акă, алла-аллăн тытăнса вăйă карти турĕç, юрăсем юрласа авалхи йăла-йĕркипе чĕртнĕ тасатакан вут-çулăм тавра утса çаврăнчĕç, хĕр аки турĕç, ăру юписем лартрĕç.

Кашни ял картишĕнче тĕрлĕрен апат-çимĕç хатĕрленĕ. Килнĕ хăна ушкăнĕсене уйрăм кил-картине çирĕплетнĕ. Эпир те юлташсемпе Варпуç ялĕн килкартине кĕрсе тухрăмăр. Кил хуçи Николай сăра алтăрĕпе кĕтсе илчĕ, тарават хĕрарăмсем тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕç.



"Ял ĕçченĕ"
05 июля 2016
15:55
Поделиться