Чăваш Ен регионсен рейтингĕнче 6-мĕш вырăнта
Мĕнпур регионăн, çав шутра Чăваш Республикин влаçĕсемшĕн 2015 çул экономика ỹсĕмĕн майĕсене, вырăнти экономикăна реструктуризацилемелли конкуренци аталанăвĕн çул-йĕрĕсене шыранипе палăрса тăнă. Экспертсен хаклавĕ тăрăх, рынокра конкуренцие вăйлатни çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн калăпăшĕнче 5-6 проценчĕ йышăнма пултарать.
Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче конкуренцие аталантармалли стандарт ку енĕпе ĕçлемелли тĕп инструмент пулса тăнă. Ăна çĕнĕ проектсене çул паракан стратеги пуçарăвĕсен агентстви хатĕрленĕ. Çак Стандарт влаç органĕсен ĕçне никĕслет, регионсен конкуренци политикин тытăмне çĕнĕ шая çĕклеме май парать. 2015 çулта ăна пур регион та пурнăçлама тытăннă. Стандартăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче - регионсен тата муниципалитетсен шайĕнче рыноксене аталантарма витĕм кỹресси, экономика ỹсĕмне вăй парасси, тỹрĕ кăмăллă конкуренци валли условисем туса хурасси, административлă чăрмавсене сиресси, инновацие хавхалантарасси, экономикăри патшалăх секторне чакарасси.
Конкуренцие аталантарма пулăшнине регионсен пуçлăхĕсен, ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне хакламалли критерисен шутне кĕртнине кура асăннă стандарта пурнăçлас тĕлĕшпе вырăнсенче пушшех çине тăрса ĕçлеççĕ.
2016 çул пуçламăшĕнче мĕнпур регион пуçласа ку енĕпе отчет тунă, стандарта пурнăçланине ĕнентерекен кăтартусене РФ Правительстви çумĕнчи Анализ центрне, Çĕнĕ проектсене çул паракан стратеги пуçарăвĕсен агентствине, РФ Экономика аталанăвĕн министерствине тата Монополипе кĕрешекен службăна панă. Çав кăтартусене тишкерсе Анализ центрĕ 2015 çулта конкуренцие аталантарассине пулăшнин шайĕ тăрăх регионсен пуçлăхĕсен рейтингне хатĕрленĕ. Вăл губернаторсем тата вĕсен командисем конкуренцие витĕм кỹнине хаклать. Урăхла каласан, вăл влаç органĕсем регионсенче конкуренцие аталантарма мĕнле пулăшнине кăтартать.
2015 çулхи пĕтĕмлетỹсен рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен лидерсен теçеткине кĕнĕ, 6-мĕш вырăн йышăннă.
Республикăра 2015 çулта асăннă стандарта пурнăçа кĕртме Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министерствине полномочи панă. Стандарта ĕçе кĕртмелли мероприятисен планне хатĕрленĕ, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, ФАС управленийĕпе килĕшỹсем тунă. ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш коллегиллĕ орган пулнă май, асăннă ыйтусене куçран вĕçертмест. Чи лайăх йышăнусем туса хатĕрлеме экспертсен ятарлă ушкăнĕ те пур. Унта предпринимательсен пĕрлĕхĕн 12 представителĕ кĕнĕ. Экономика аталанăвĕн министерствин официаллă сайтĕнче "Конкуренцие аталантарасси" уйрăм пур - унта асăннă стандарта мĕнле пурнăçланипе паллашма пулать.