Ăшă туйăма упранăшăн
Çемье, юратупа шанчăклăх кунне Раççейре 2008 çулта паллă тума пуçланă.
...Ĕлĕк Петĕр кнеç тата унăн мăшăрĕ Феврони пĕр-пĕрне питĕ юратса пурăннă. Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче иккĕшĕ те ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă. Уйрăм пытарнă пулин те, вĕсем темĕнле майпа пĕр тупăка куçнă. Петĕрпе Февроние 1547 çулта чиркỹ соборĕнче канонизациленĕ. Хăвачĕсем Муромри Çветтуй Троица мăнастирĕнче упранаççĕ. Вĕсен ăшă туйăмĕ кашни çыншăн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Пирĕн районта çак чи çамрăк та ырă уява иртнĕ эрнекун ЗАГС уйрăмĕнче паллă турĕç.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунне кăçал Вера Сергеевнапа Владимир Иванович Семеновсем (Тăвай ял тăрăхĕ), Альбина Егоровнапа Василий Петрович Григорьевсем (Тăрмăш ял тăрăхĕ), Вячеслав Михайловпа Алена Тагирова (уявра мăшăрланчĕç), Елена Пуршпа Евгений Федоров (туй тума заявлени пачĕç) хаваспах хутшăнчĕç. Уяврисен савăнăçне пĕрле пайламала район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, халăха хỹтлĕх паракан пай начальникĕ Людмила Аввакумова, Тăвай ял тăрăхĕн ертỹçи Николай Васильев, телейлĕ мăшăрсен хĕрĕсемпе ывăлĕ, мăнукĕсем, тăванĕсем, юлташĕсем кăмăл тунă.
Тăрмăш ялĕнче пурăнаççĕ Григорьевсем. Элпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ Альбина Егоровнана Вăрнарти совхоз-техникумра ятарлă пĕлỹ илнĕ хыççăн Тăрмăшри ветеринари участокне ĕçлеме янă, каярахпа асăннă ял каччипе çемье çавăрнă, аслă пĕлỹ илнĕ, вăл паянхи кунччен ĕçлет ку енĕпе, участок заведующийĕ шутланать. Ветеринарири ĕç стажĕ 40 çула та çитнĕ хĕрарăмăн. Унăн мăшăрĕ, Василий Петрович, 30 çул ытла Ленин ячĕллĕ ЯХПКра механизаторта тăрăшать. ЧР районти ФКУ объекчĕн дежурнăйĕ те вăл.
Григорьевсем икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, вĕсене 10 мăнук савăнтарать халь. Туслă мăшăр ялти обществăлла пурнăçа активлă хутшăнать. Пысăк, икĕ хутлă çурт лартнă çемье, выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли вĕсен. Хăйсен хушма хуçалăхĕнче хавхаланса тăрăшаççĕ Григорьевсем, çитĕнекен ăрăва ĕçе вĕрентеççĕ.
Удмурт республикинчи Вера Сергеевнана 1975 çулта Ижевск хулинчи медицина институтĕнче врач-терапевт специальноçа алла илнĕ хыççăн Тăвай районне ĕçлеме янă. Владимир Иванович Куйбышеври авиаци институтĕнчен вĕренсе тухсан тăван яла таврăннă. 1979 çулхи утă уйăхĕнче çĕнĕ çемье чăмăртаннă.
Вера Семенова врач паянхи кунччен Тăвайри тĕп больницăра вăй хурать, терапи уйрăмĕнчи ĕçсене йĕркелесе пырать. Тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă харсăр хĕрарăм, "ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ят панă ăна.
Владимир Иванович Канаш хулипе Тăвай районĕнчи организацисенче тĕрлĕ должноçсенче тăрăшнă. Халĕ Канаш хулинчи "Газпром газораспределение Чебоксары" АО филиалĕн Тăвайри участокăн начальникĕнче 12 ытла çул тăрăшать. Мăшăр обществăлла пурнăçра активлă. Владимир Ивановича темиçен хутчен районти депутатсен пухăвĕн депутатне суйланă. Семеновсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсем ашшĕпе амăшне виçĕ мăнукпа савăнтараççĕ. Çемьен пысăк хушма хуçалăх пур, унта вĕсем тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Тĕрлĕ чечексем те нумай пахчинче.
Григорьевсен çемйи чăмăртаннăранпа кăçал çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче 37 çул çитнĕ, Семеновсен кил-йышĕ вара муслин туя утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă тăвать.
Çулсен йывăрлăхĕсем витĕр тухнă юратăва çỹхе çăмăл пусма-таварпа танлаштараççĕ. 37 çул хушшинче мăшăрсем вăйлă туйăмсен пусма-таварне хатĕрлекен опытлă профессионалсем пулса тăнă.
Нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене юбилейлă туйсен кĕнеки çине алă пустарчĕç кĕçех.
Обществăлла наградăна, "Юратупа шанчăклăхшăн" медале Григорьевсемпе Семеновсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Ванеркке пачĕ. Çемйисене нумай çул упраса пурăнма пултарнăшăн мăшăрсене ывăлĕпе хĕрĕсем, Тăвай ял тăрăхĕн ертỹçи, тăванĕсем ăшшăн саламларĕç, юратупа шанчăклăх сунчĕç.
Çĕнĕ Пуянкассинчи Михайловсене шăпах çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче регистрацилерĕç. Çамрăксене чи малтан ашшĕпе амăшĕ Раиса Владиславовнапа Валерий Григорьевич саламларĕç. Шел, пиччĕшĕ, Виктор Михайлов аслă лейтенант вĕсем хушшинче пулаймарĕ, иртнĕ çул çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне кун-çулĕ татăлнă Виктор Валериевич Михайлов паттăрăн. "Паттăрлăхшăн" орденпа наградăланă ăна мирлĕ пурнăçшăн хăйне шеллеменшĕн.
Телейлĕ мăшăрсем залра вальс çаврăнма пуçларĕç. "Йỹçĕ, йỹçĕ, йỹçĕ!" - терĕç пухăннисем.
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн символĕ - салтак тỹми чечекĕ унта та кунта шурă-сарă тĕссемпе илем кỹчĕ. Уява пухăннисенчен хăш-пĕрисем мăшăрĕ юратнине, чечек çеçкине татса, самантрах пĕлчĕç. Хăйсен туйăмĕ ăшă пулнине пĕр-пĕрне чуптуса çирĕплетрĕç çакăн хыççăн. "Тăвай ен" ансамбль юррисене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç пухăннисем.
-Пĕр-пĕрне ăнланса, юратса, пулăшса пурăнакан мăшăрсене юратупа телей сунатпăр. Çамрăксем, вĕсенчен ырă тĕслĕх илсе, туйăмĕсене çирĕплетсех пыччăр. Хаклăр, хисеплĕр çемйĕрсене, пирĕн районта туслă кил-йышсем нумайлансах пыччăр, ачасем ытларах та ытларах çуралччăр. Телей тата сывлăх сире. Çемье тата юратупа шанчăклăх кунĕпе! - терĕ юлашкинчен ЗАГС уйрăмĕн ертỹçи Валентина Новикова.
А.АЛЕКСАНДРОВА.