Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Интереслĕ тĕлпулу

Интереслĕ тĕлпулу

Тăвайри тĕп библиотекăра ĕçлекенсем нумаях пулмасть ЧР Лев Толстой ячĕллĕ вулавăшра вăй хуракансемпе тĕл пулчĕç.

Семинара методикăпа библиографи пайĕн заведующийĕ Ольга Соколова уçрĕ.

Патшалăхăн "Доступная среда" ятлă федераллă программăна мĕнле пурнăçа кĕртсе пынине ЧР куçсăррисен обществăлла организацийĕн правленийĕн членĕ Дмитрий Фадеев каласа кăтартнă.

Куçĕсем курман Николай Парахин сотрудник калаçнине кăсăкланса итленĕ пухăннисем. Компьютер оборудованийĕсемпе ĕçлеме вĕренме мастер класс кăтартнă вăл. Семинара хутшăннисем хăйнеевĕрлĕ тĕрлĕ видеопрезентацисемпе паллашнă куçĕсем начар куракансем.

"Хăйне евĕрлĕ вулакана - хăйне евĕрлĕ кĕнеке" ятарлă капашлă кĕнекесен куравĕпе те кăмăллă юлнă семинара хутшăннисем. 5-8 çулсенчи ачасене вĕренмелли кĕнекесене "Хаваслă шутлав" калаçакан кăранташпа вулани пурне те кăсăклантарнă.

А.АНДРЕЕВА. Тăвайри тĕп библиотека



"Ял ĕçченĕ"
12 июля 2016
13:57
Поделиться