Халăхпа пĕрле
Енĕш Нăрваш ялĕнче Аслă Святитель Василий ячĕпе чиркỹ лартни 20 çул ытла ĕнтĕ. Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ, çурчĕ те кивелсе пычĕ. Алăксем çĕрĕшрĕç, урамран кĕмелли хапхапа тротуар, картлашкисем юхăнчĕç. Çавăнпа кăçал чиркỹ пачăшки Георгий атте тăрăшнипе юсав ĕçĕсем пуçларăмăр. Чи малтанах шалтан тасатса тирпейлерĕмĕр. Маччисене сăрлама Владимирпа Вячеслав Ефимовсем, Николай Гурьев, Алексей Петров, Андрей Волков, Сергей Трофимов, Александр Мижеев, Иван Алексеев килти ĕçсене пăрахсах килчĕç. Пĕр тăван Зоя, Светлана, Таня Софроновасем (хĕр чухнехи хушамат), вĕсен аппăшĕн хĕрĕ Наталья, Галина Русская, Раиса Волкова пĕр эрне чиркĕве илем кỹрессипе тăрăшрĕç. Пĕр-икĕ кун килсе пулăшнисем те чылайăн. Вĕсене те ятран асăнас килет: Елена Афанасьева, Елена Григорьева, Елена Владимирова, Оля Ахметова, Валентина Лукина, Татьяна Кузнецова, Людмила Яковлева, Любовь Максимова, Наталья Мижеева, Марина Зобова, Оксанăпа Валентина Майрасловасем, Светлана Алексеева усрав ачисемпе тата ыттисем те.
Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать тенĕ пек, юсав ĕçĕсем тума 500, 1000, 2000, 3000, 5000 тенкĕ пулăшнисем сахал мар. Унтан ытларах паракансем те пулчĕç. Çапла вара 4 алăка тимĕррипе ылмаштартăмăр. Урамран кĕме хитре хапха туса хутăмăр, йĕри-тавра хỹмесене сăрларăмăр. Тротуар сарма пĕртăван Димитриевсем плитка илсе пачĕç. Тротуарпа картлашкисене Валерий Николаевпа Алексей Васильев çĕнетрĕç.
Халĕ чиркĕве кĕрсе тухма кăмăллă. Укçан тата ĕçлесе пулăшнă тăвансене пурне те питĕ пысăк тав. Сире яланах Турă пулăшса пытăр, сывлăхăрсем çирĕп пулччăр, çемйĕрсенче килĕшỹ, тату пурнăçпа юрату хуçаланччăр. Пирĕн чиркĕве килсе çỹрĕр. Яланах ăшă кăмăлпа кĕтетпĕр.
В.МАЙРАСЛОВА. Енĕш Нăрваш.