Вячеслав Никонов: "Хамăрăн ачасемшĕн, хамăрăн пуласлăхшăн чун савăнать"

Вячеслав Никонов - паллă, ятлă-сумлă, хисеплĕ çын. СССР ют çĕршыв ĕçĕсен легендарлă министрĕн Вячеслав Молотовăн мăнукĕ. РФ Патшалăх Думин вĕрентỹ Комитечĕн ("Единая Россия" фракции) Председателĕ, политолог, истори наукисен докторĕ. Телевиденири тĕрлĕ проектсене хастар хутшăнакан. Хальтерех вăл ĕçлĕ визитпа Чăваш Енре пулнă.
Вячеслав Никонов тĕпрен илсен хăйĕн профильлĕ объекчĕсене - вĕренỹ учрежденийĕсене çитсе курнă. Вăл ачасен аталанăвĕн Центрĕн ĕçĕпе (8-мĕш номерлĕ ача сачĕ) тата Шупашкар хулинчи Гладков урамĕнче шкул çурчĕ тăвасси епле пулса пынипе паллашнă.
Хăнапа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Патшалăх Думин вĕрентỹ Комитечĕн Председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов çỹренĕ.
8-мĕш номерлĕ ача сачĕ республикăри шкул çулне çитмен ачасен тĕревпе хускану аппарачĕ пăсăлнинчен профилактика мелĕсене тĕрĕслемелли инноваци площадки пулса тăрать, муниципалитетăн "Çамрăк ачасем ишме вĕренеççĕ" проектне пурнăçа кĕртме хутшăнать. Ача садĕнче 15 ушкăн ĕçлет, вĕсене 432 ача çỹрет. Учрежденире сывлăха лайăхлатмалли комплекс туса хунă, ун шутне ача-пăча бассейнĕ, фитобар, сауна, тренажер залĕ, спортзал, тăвар пỹлĕмĕ тата "Ĕнчĕ пỹлĕмĕ" гидромассажнăй кĕрет. Ача садĕнче ачасене пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма тăрăшаççĕ тата ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли сывлăхшăн лайăх апат хатĕрлессипе мастер-классем ирттереççĕ. Вĕсемсĕр пуçне кунта тăм савăт тата столяр мастерскойĕсем ĕçлеççĕ, вĕсенче вĕренỹ занятийĕсем ирттереççĕ. Вячеслав Алексеевича вара пуринчен те ытла ача садне çỹрекенсем Китай чĕлхине вĕренни тĕлĕнтернĕ. Ăна Китай Халăх Республикинчи Аньхой патшалăх университечĕ йĕркеленĕ, телекĕпер пулăшнипе ачасем китай чĕлхине дистанциллĕ майпа вĕренеççĕ. Занятисем тỹлевсĕр. Кунта çавăн пекех чăваш тата акăлчан чĕлхисене вĕренеççĕ.
"Çакăн пек ача сачĕсенче пулса курсан, хамăрăн ачасемшĕн, хамăрăн пуласлăхшăн чун савăнать. Кунта хальхи условисенче ĕçлеме пултаракан воспитательсем, професси хатĕрленĕвĕн пуçламăш хăнăхăвĕсене творчествăлла аталантарма, сывлăха çирĕплетме тата çавăн пекех Китай чĕлхине вĕренме те, кун пеккине пур ача садĕнче те кураймăн, майсем пур",- хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарнă Вячеслав Никонов.
Чăваш Енре юлашки виçĕ çул хушшинче 45 ача сачĕ çĕнĕрен тунă тата реконструкциленĕ, ĕç малалла пырать. "Ку вăл 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасемшĕн тăрăшса тунă пысăк ĕç. Ку вăл малашлăха ăнтăлни. Халĕ шкулчченхи хатĕрленỹ вĕренỹ шайне çĕкленчĕ",- тенĕ вăл. РФ Патшалăх Думин вĕрентỹ Комитечĕн Председателĕ шкулчченхи вĕренỹ аталанăвĕн тепĕр тапхăрĕ 3 çулчченхи ачасем валли ясли ушкăнĕсем уçасси пулнине палăртнă.
Вячеслав Никонов çавăн пекех Шупашкар хулинчи Гладков урамĕнчи çĕнĕ микрорайонта 1100 вырăнлă çĕнĕ шкула тăвасси мĕнле пынипе те интересленнĕ. Вăл Шупашкарта хăйне евĕрлĕ ку чухнехи чаплă шкул тунине, унăн проекчĕ ытти регионсемшĕн те лайăх пулма пултарассине палăртнă.
Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов шкула çитес çулхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне туса çитерессине, халĕ унта ĕçлеме педагогсем тата шкул директорĕ суйласа илессипе ĕçсем пынине пĕлтернĕ.
Ĕçлĕ визитăн юлашки кунĕнче Вячеслав Никонов Раççей Президенчĕн çул-йĕрне ырлакан обществăлла штаб ĕçне хутшăннă, унта уçăмлă та тарăн содержаниллĕ сăмах каланă. Аса илтеретпĕр, Вячеслав Алексеевич Никонов "Единая Россия" партин регионти ушкăнти, унта Чăваш Республики те кĕрет, парти списокне ертсе пырать.