Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чăваш Республикинчи халăхсен Ассамблейине туса хунă

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Енре пурăнакан халăхсен съезчĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчи халăхсен Ассамблейине йĕркеленĕ. Председателĕ пулма Лев Куракова суйланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев съездра сăмах каланă. Вăл республикăра 128 халăх, сакăр этника ушкăнĕн тата 14 конфесси представителĕсем пурăннине палăртнă.

Пирĕн чи пысăк пуянлăх - республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен культури, чĕлхи, йăли-йĕркисем. Пирĕн пĕрлĕх - юратнă Раççейпе регионти нацисем хушшинчи килĕшỹлĕхе малалла çирĕплетсе пынин никĕсĕ,_ тенĕ. Вăл Чăваш Ен территорийĕнче пурăнакан пур халăх представителĕсене те пĕр-пĕринпе туслă, çывăх пулнăшăн, республика аталанăвĕшĕн, çураçулăхĕшĕн, тăнăçлăхĕшĕн тăрăшнăшăн чĕререн тав тунă.

Съезд участникĕсене Раççейри халăхсен Ассамблейин Совечĕн председателĕ Светлана Смирнова, Шупашкарпа Чăваш Митрополичĕ Варнава, Раççей Федерацийĕнчи Обществăлла палата членĕ, Чăваш Енпе Тĕп регион, Мускав хулин муфтийĕ Альбир Крганов, Раççей Федерацийĕнчи Обществăлла палата членĕ Николай Дроздов, Тутарстанри Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăри халăхсен туслăхĕн Çурчĕн директорĕ Ирек Шарипов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Константин Яковлев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикинче пурăнакан тĕрлĕ халăхсен обществăлла организацисен представителĕсем тухса калаçнă.

Пирĕн районта 10 ытла наци çынни килĕштерсе пурăнать. Асăннă съезда 8 çын хутшăннă.



"Ял ĕçченĕ"
13 сентября 2016
14:14
Поделиться