Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чăннипех пысăк уяв пулчĕ

Чăннипех пысăк уяв пулчĕ

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен завочĕн культура керменĕнче халăх пултарулăхĕн Республикăри çуртне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа пултарулăх сезонне уçрĕç. Тăвай районĕнчи культура ĕçченĕсем те хутшăнчĕç унта.

ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев Халăх пултарулăхĕн çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. "Республикăра 700 ытла клубпа культура çурчĕн ĕçне пĕр çыхăра тытса тăрать çак центр", - терĕ вăл. Çав шута Тăвай енри 26 культура учрежденийĕ кĕрет. Уяв программи кунта ĕçлекен клубсемпе кружоксен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне кăтартнипе пуçланчĕ. Клубсене çỹрекен ачасем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Вĕсене ертсе пыракансене тав хучĕсемпе пĕрле парнесем парса хавхалантарчĕç. Концерт тĕрлĕ енлĕ пулчĕ, фольклор ушкăнĕсемпе пĕрле çемье ансамблĕсем юрласа-ташласа савăнтарчĕç. РФ тата ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.Г.Лаврентьева малашне те халăх юрри-кĕввине сыхласа хăварса вĕсене малалла аталантарма тăрăшмаллине пĕлтерчĕ.

Пĕтĕм Раççейри "Душа России" фестиваль-конкурсра Чăваш Республикинчен çĕнтерỹçĕсен йышĕнче 4 ушкăн: "Эревет" (ертсе пыраканĕ С.Федотов), "Уяв" (З.Козлова), "Сувар" (А.Музыкантов), "Раштав" (А.Тюмеров). Вĕсем уява пуçтарăннисене илемлĕ юрри-ташшипе, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе выляса-каласа килентерчĕç. Хамăр та пĕрле савăнтăмăр. Пĕр-пĕринчен вĕренмелли нумай пулчĕ. Пире, уйрăмах ялсенчи культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсене, çакăн пек мероприятисем халăх пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пулăшнине палăртрăмăр.

Пултарулăх çурчĕн юбилейĕ чăннипех пысăк уяв пулса тăчĕ.

Е.МАТРОСОВА, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Тăрмăш ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕсем.



"Ял ĕçченĕ"
20 сентября 2016
14:19
Поделиться